Menu

Журналист, педагог, ӑсчах тата ҫыравҫӑ Иван Тенюшев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ Избранное

Ӑна республикӑри тата унӑн тулашӗнчи вун-вун "калем ӑсти" хӑйӗн юратнӑ вӗрентекенӗ тесе аса илет. Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче "ҫавра сӗтел" иртрӗ. Унта Иван Тенюшевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

 

Пухӑннисем малтанах Иван Тенюшев ҫинчен 2015-мӗш ҫултах ӳкернӗ видеокадрсене хавхаланса пӑхрӗҫ. Ҫавӑнпа Иван Яковлевичпа унӑн мӑшӑре Ольга Захаровна та пӗрлех пулнӑ пек туйӑнчӗ. Аудиторире ҫавӑн пекех унӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата наука ӗҫӗсемпе паллашма май пулчӗ. 

Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вырӑнти педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ. Малтанах ялти шкулта учительте тӑрӑшнӑ, унтан хаҫат-журнал редакцийӗсенче ӗҫленӗ, телевидени, радиовещани тата пичет секторӗн пуҫлахӗ пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса виҫӗ хут аманнӑ. Фронтра хастарлӑх кӑтартнӑшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Иван Тенюшев нумай ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Вӑл вӗрентсе кӑларнӑ журналистсем паян республикӑри тата унӑн тулашӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. 

https://chgtrk.ru/nac/novosti/obshchestvo/jurnalist-pedagog-aschah-tata-cyravca-ivan-tenyushev-curalnaranpa-100-cul-citre/

Наверх