Никольские хисеплесе, «Хыпара» юратса… 9-мĕш хут ирттернĕ ăмăртăва 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ
- Опубликовано в Новости отделения журналистики
- Станьте первым комментатором!
“Хыпар” хаçатăн ырă пуçарăвĕсенчен пĕри - Муркаш районĕнчи Шомик шкулĕнче чупу ирттерни. Кăçалхипе вăл тăххăрмĕш хут йĕркеленчĕ. Тахçанах асăрханă: ăмăртнă кун кашнинчех çанталăк хĕвеллĕ те ăшă, çакна “Хыпар” никĕслевçи Николай Никольский ырă кăмăллă çын пулнипе çыхăнтармалла-тăр. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ спорт мероприятине уçнă май “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов шăпах çакна асăнчĕ.