Menu

Материал о доценте журфака А. Тарасове - АЧАЛÂХРИ ÇÊНÊ ÇУЛ… МÊНПЕ АСРА ЮЛНÂ ВÂЛ?

221208Ceнe cул... Чи хаваслa та чи илeртyллe уяв. Ун пекки, паллах, урaх cук. Тата кирек камaн пурнaceнче те нихacан манacми йeр хaварнах eнтe вaл! Хaвна юмахри пек туйни... Чaн-чaн тeлeнтермeше, асамлaха кeтни... Cапах та мeнпе асра юлнa-ши ачалaхри cав ceнeрен те Ceнe cул?

– Ача чухне шкулта маска тенине илтнe-ха, анчах та ун чухне вaл пирeн пулман. Анне тeртнe катан пиртен cур пичe – хeвел, cур пичe уйaх пек маска туса Ceнe cул уявне кайнине ас тaватaп, – каласа пачe Арсений Тарасов тележурналист, паллa cырав-ca, драматург. – Иккe-мeш класра пулнa эпe ун чух. Пeр хeр ачана cав тери хытa юратса пaрахрaм. Ceпeртен килнe терec aна, чaрaш патне тaрса “Под крылом самолета” юрра юрларe. Пeрремeш хут илтрeм cав юрра, хeр ачине тек нихcан та курман. Анчах та вaл мана асaрхатaр та юратса пaрахтaр тесе урайне выртса ташланине халe те ас тaватaп. Хам – cурaм cинче, ал-урапа вара мeн май килнe таран тапaртаттаратaп. Эх, мeнлерех ташларaм! Acтан хaват cитернe? Халь пулсан ниепле те пултараяс cук. Eмeрлeхе асра юлчe cав Ceнe cул тата пeрре курсах юратса пaрахнa, урaх нихacан та тeл пулман cав cап-cамрaк хeр ача: “Зеленое море тайги”, – тесе юрлаканскер.


Ceнe cул... Чи хаваслa та чи илeртyллe уяв. Ун пекки, паллах, урaх cук. Тата кирек камaн пурнaceнче те нихacан манacми йeр хaварнах eнтe вaл! Хaвна юмахри пек туйни... Чaн-чaн тeлeнтермeше, асамлaха кeтни... Cапах та мeнпе асра юлнa-ши ачалaхри cав ceнeрен те Ceнe cул?


– Ача чухне шкулта маска тенине илтнe-ха, анчах та ун чухне вaл пирeн пулман. Анне тeртнe катан пиртен cур пичe – хeвел, cур пичe уйaх пек маска туса Ceнe cул уявне кайнине ас тaватaп, – каласа пачe Арсений Тарасов тележурналист, паллa cырав-ca, драматург. – Иккe-мeш класра пулнa эпe ун чух. Пeр хeр ачана cав тери хытa юратса пaрахрaм. Ceпeртен килнe терec aна, чaрaш патне тaрса “Под крылом самолета” юрра юрларe. Пeрремeш хут илтрeм cав юрра, хeр ачине тек нихcан та курман. Анчах та вaл мана асaрхатaр та юратса пaрахтaр тесе урайне выртса ташланине халe те ас тaватaп. Хам – cурaм cинче, ал-урапа вара мeн май килнe таран тапaртаттаратaп. Эх, мeнлерех ташларaм! Acтан хaват cитернe? Халь пулсан ниепле те пултараяс cук. Eмeрлeхе асра юлчe cав Ceнe cул тата пeрре курсах юратса пaрахнa, урaх нихacан та тeл пулман cав cап-cамрaк хeр ача: “Зеленое море тайги”, – тесе юрлаканскер. 

– Эпир ун чухне шкула та cyреместeмeрччe, пeр 4-5 cулсенче кaна пулнa, – аса илет Чeмпeрти педагогика университечeн наци уйрaмeнче вeрентекен Ольга Геннадьевна Узикова. – Анне пире йaмaкпа иксeмeре Ceнe cул уявне шкула илсе кайнaччe. Хeл мучи тeлeнмелле пысaк пек курaннaччe. Пире сaвa калама вeрентнeччe-ха, анчах эпир малтанах питe вaтантaмaр. Ытти ачасем юрласа ташланине курнa май хамaр та хaюлантaмaр. Сaвa калама тытaнтaм та елка cумeнчен уйрaлас килменнине туйса илтeм. Мeн пeлнине йaлтах каласа кaтартас килчe. Чaрaшe тем пысaкaш, аялти лaссисем пуcа та перeнмеcce. Юмахри пекех туйрaм хама... Парнесем пачec, савaнтaмaр. Cапла вара Улхаш шкулeнче иртнe елка eмeрлeхе асра юлчe. 

Халe те Ceнe cула тaван cемьепе кeтсе илме юрататaп. Атте-анне тата икe йaмaк. Сeтел хатeрлетпeр, мунча кeретпeр. Cак каc шампанскийe те вылянчaклaрах, мандарин шaрши те cивeчрех. 

Чaвашпотребсоюзeн пресс-служба ертycи Василий Сорокин Патaрьел районeнчи Тaрaнта cуралса yснe. Ceнe cул аса илeвe те унaн cак тaрaхпах, ялпа cыхaннa: 

– Си-и-ивe, клуба кacатпа хaпаратпaр. Пeрремeшeнче е иккeмeш класра вeреннe-ши ун чух. Халaх питe савaнacлa пулнине ас тaватaп. Пысaк йышпа кeпeр-р-р! хутшaнатчec уява. Cынсен хул хушшисен айeпе клуба аран хeсeнсе кeнeччe. Сaвa каланa чух вара тенкел cине тaратрec. Ун чухне никам та хурланса ларман, савaнма пeлнe. Лайaх уяв вaл – Ceнe cул. 

Василий Николаевич студент чухнех шyтлеме юрататчe те халe те cав йaлана пaрахман иккен: 

– Хeл мучи Санта Клаусран мeнпе уйрaлса тaнине пeлетeр-и? Лешe яланах пeччен cyрет тата тaм урa. Пирeнни вара хeр-тусeпе, чипер Юр пикепе. Те час-часах хeрeнкe пулнaран, те Юр пикийeн хитрелeхне ытарайманран пирeн Хeл мучи кирек хacан та cав тери савaнacлa. 

– Ыран Ceнe cул тенe чух атте ырa шaршaллa сип-симeс чaрaш илсе килетчe, cаврaнса тaмалла вырнаcтаратчe aна. Эпир, пилeк пeр тaван, пeрле елка капaрлатни хaех темле уяв пек туйaнатчe, – ачалaхне хавхаланса аса илчe Полина Андреева, ЧР Спорт министерствин пресс-секретарe. – Унтан Хeл мучи парнесемпе cитсе кeретчe. (Ырa кaмaллa та асамлa мучи хамaрaн атте пулнине пeчeк чух сисеймен-ха эпир). Ceнe cул сeтелe cине яланах анне пecернe пысaк хур тухса выртатчe, ытти тутлa апат-cимecпе юнашар сaмавар пaсланса ларатчe. 

Ачалaхри ырa самантсене аса илсе паян хaй те Юр пике пулма хирec мар Муркаш хeрe. Мaшaрe Олег Иванович, Шупашкарти 8-мeш спорт шкулeн директорe, Хeл мучи тумне тaхaнать. Cапла cулленех тaванeсен ачисене савaнтарма, хаваслa кaмaл-туйaм парнелеме васкаcce. Шел, виcceри Артем ывaлe питe сисeмлe, тавcaруллa, cавaнпа Хeл мучи камaн сассипе калаcнине тyрех aнкарса илет.

«МИГ (Самант)», Чебоксары.

Наверх