Menu

Валентина МИХАЙЛОВА: "ШÂПА ÇАВÂН ПЕК ÇАВРÂНСА ТУХНИ – ТУРÂ ÇЫРНИ"

2212008


Тахcан телевидени cурчe acта ларнине те пeлмен вaл. Унта диктор кирлине илтсен те хeр-тантaшeсем хистенипе кaна кайса пaхма шутланa. Конкурс пысaккине, пeр вырaна 50 cынна яхaн пулнине курсан пушшех хaраса yкнe, каялла тухса утас шухaшe те пулнa. Иккeмeш тура ыттисенчен пeр кун каярах cитнe пулин те aна хапaлласах йышaннa. Хaйне кeтнине, шыранине пeлтерсен чунeнче шанac хeлхемe те cиcсе илнe-тeр. Пысaк конкурсaн виce турe витeр иккeн тухнa вeсем, тепeр уйaхран Валентина Ивановaна cеc хaварнa... 

Cапла 15 cул телекaларaмсене ертсе пырать Валентина Николаевна. Чaваш халaхне, сенкер экран тусeсене лaпкa та cепec сассипе, aшa кaмaлeпе, илемлe сaн-сaпачeпе тыткaнлать. Республикaри тeрлe уявра, концертсенче ертyce, юрac пулса тухать, туйсенче – тамада. Килте юратнa мaшaрe, икe пeчeк хeр пeрчи кeтнине кашни самантрах туять пулин те яланах хаваслaн курaнать, кaвак куceсем cутa хeлхем сапаcce тейeн, cепec кулли кaмaла ceклет. Aшaлaх, хeрарaм черченлeхeпе ачашлaхe унра тапса тaрать.

– Валентина Михайлова диктор пулмах cуралнa тенипе нумайaшe килeшет-тeр. Ача чухнех кун пирки eмeтленнe-и эсир, телевиденире ecлесси cинчен вaрттaн та пулин шухaшланa-и?

– Cук, учитель е артист пулма eмeтленнe эпe. Телевидение лекесси маншaн вышкайсaр пысaк, пурнacа кeме пултарайман, пуcра шaнacайман eмeт пек туйaннa. Шкул хыccaн учитель профессине алла илсе Вaрмарти 1-мeш шкула вырнаcнaччe, “Салам” ушкaна юрлама cyреттeм, концертсене ертсе пыраттaм. “Валя, санaн диктор сасси, телевидение каймалла”, - тетчe тaтaшах унти пeр музыкант. 

– Cапах унта чылай каярах cитнe-ха эсир. Телевидение вырнаcма чaнах та пeртте caмaл мар пулe?

– Шупашкарти 53-мeш шкулта ecленe вaхaтра телевиденире диктор кирлине илтрeм. Конкурс чaнах та пысaкчe. Чи малтанах чaваш тата вырaс чeлхисене лайaх пeлнине тeрeслеcce, таса, илемлe калаcнине шута илеcce. Аслa пeлy те кирлe. Эпe конкурса куcлaхпа килнeччe. Aна хывтарса та, тепeр хут тaхaнтартса та пaхрec, микрофон умне лартса текст вулаттарчec... 

– Тепри камера курсанах хaраса yкет, cухалса каять. Cавaнпа cын кирек епле лару-тaрура та хaйне лaпкa тытма пултарни те пeлтерeшлe eнтe. Эсир акa хaвaра яланах килeшyллe те шанacлa тытатaр, хумханнине палaртмастaр. Характер лaпкaлaхeпе cыхaнман-и cакa?

– Виcceмeш класра чухне ялти клубра сaвa вуланине паянхи пек ас тaватaп. Куракансем алa cупма тытaнсан хaшe-пeри пек чупса мар, питe лaпкaн, васкамасaр кeрсе кайрaм. Киле cитсен куншaн атте те ырларe. Юрлама юрататтaм, шкулта та сцена cинчен анман темелле. 

– Комсомолка, активистка, шкул чиперкки пулнa-тaр... Чaваш хeрeн сaпайлaхe чaрсaрланма паман eнтe?

– Лaпкaлaхeпе пeрлех шухaлaхe те пулнa пуль, cапах йeркене пaсман, кутaнлашман. Вeрентекенсем манран яланах ыррине, лайaххине cеc кeтнине туйнa. Аслa хeрeм Соня cавaн пек. Пур ceрте те лaпкa, итлет, пeтeмпех тeплeн пурнacлать, вecне cитерме тaрaшать, cын cинче хaйне яланах йeркеллe тытать. Тулса cитсен “пaсне” килте кaларать. Лилия вара ашшe пек cирeпрех характерлa. 

– Каcарaр та, эсир “пaс” кaларма пултарнине eненес килмест...


– Cук, кирлe-кирлe маршaн cилленсе cyреместeп. Ceр cинче пeрре пурaнатпaр, eмeр вaрaм мар, cамрaклaх пушшех кeске, cавaнпа кашни вак-тeвекшeн кaмaла пaсас килмест. Пурнacра савaнac ытларах шырамалла, кашни cынрах ыррине курма тaрaшмалла. Cемьере пeр-пeрне aнланса пурaнатпaр. Харкашусaр, кeвecyсeр. Мaшaрaм килте те яланах пулaшса пыма тaрaшать. Эпe темшeн тарaхнa пулсан чeнмест. Питe тeрeс тaвать, cав енчен вaл питe лaпкa. Cемьере пeрин aслaрах пулмалла cав, кирлe чух чeлхене cыртма та пeлмелле. 

– Эпир пeлнe тaрaх эсир унпа та телевиденирех паллашнa. Турa cырни хапха умне килет тенe пекех eнтe...

– Ceр-шывaн тeрлe кeтесeнче террактсем пулнa хыccaн пирeн телевидени cуртне те унчченхинчен вaйлaрах сыхлама тытaнчec. Cавaн чух паллашнa та эпир Сергейпа, вaл манран автограф ыйтрe, унтан шaнкaравларe. Кун хыccaн тата тепeр уйaхран cеc тeл пулнa-ха унпа, эпe тем турткалашнa eнтe. Час-час курнacма вaхaчe те cитместчe, телефонпа вара сехечe-сехечeпе калаcаттaмaр. Сергей мана юрaсем те юрласа паратчe. Cур cултан пeрлешрeмeр. Cапла юрла-юрлах кaмaла cавaрчe eнтe (кулать)... Шaпа cавaн пек cаврaнса тухни Турa cырниех пуль тетeп. Хaш чух тем пек тaрaшсан та хамaр шутланa пек пулмасть-cке, пурнac пачах урaх cулпа cаврaнса каять. Сергейпа тeл пултарассишeнех Турри хaй мана ытти каччaсенчен пaрса пынaн туйaнать. 

– Cын хaйне телейлe туйни сaн-питре те палaрать cав...

– Вaтaр урлa каcсан cемье cавaрасси cинчен шухaшлама пaрахнaччe темелле. Телейeм тавра cулпа килчe, чылай кeттерччe пулин те мана cав-cавах шыраса тупрe. Хeрарaмшaн чи хакли – cемье aшши, ачасем. Тепeр чух чирлесен те, укcи-тенки cитмесен те хaвaн чун тeпренчeкyсене cупaрласа илетeн те пeтeмпех манатaн, вeсем тyрех кaмaла ceклеcce. Лильaпа Соньaна ыталатaп та чунра ырa, лaпкa пулса каять, cак хeрсем хамaннах-ши тесе eненсе пeтерейместeп. 

– Cемье е карьера тесен эсир пeр шухaшласа тaмасaр пeрремeшне суйласа илессeн туйaнать.

– Паллах, анчах хамaн шaпана нихacан та cав тараса cине лартмалла ан пултaрччe. 

– Валентина Михайлова мeнлерех амaшe тесе ыйтни кaнттамрах та, кyренместeр пулe?

– Эпe “cемcе” анне, cирeплeхe кирлине те пeлетeп, анчах вeсем “аннеceм” тесе ыталаcce те мeнле вaрcaн-ха? Юрать, мaшaрaм ку енeпе урaхларах. Унра лaпкaлaхe те, cирeплeхe те виcеллe, шайлашуллa. Концертсенчен ceрле cеc таврaнатaп. Хваттерти cутта сyнтернe пулин те асли, Соня, мана кeтсе выртать. Cур ceр cитсен те cывaрса каймасть. Юрлама юратнaран-ши манпа концертсене cyреме, залран мар, сцена хыceнчен пaхса ларма кaмaллать. Хам пeчeк чухнехи пекех вaл та артист пулас eмeтпе cунатланать. Cавaнпа иккeшне те cывaхри “Ровесник” культура cуртне ташлама илсе cyретпeр. Канмалли кунсене вeсемпе ирттерме, тутлaрах апат-cимec хатeрлесе савaнтарма тaрaшатaп. Хуняма, Юлия Васильевна, юнашар cуртра пурaнать. Пире яланах пулaшать, ачасене садикран илсе килет, кирек хacан та вeсемпе хаваспах юлать. 

– Cемье пуce – ар cын, хeрарaм – мaйe. Пeтeмпех мaйe acталла пaрaннинчен килет тенeччe пулас эсир пeр-икe cул каялла... 
– Хeрарaм – пурнac тытaмe. Ар cын укcа-тенкe ecлесе илессишeн тaрaшать пулин те ыттине пeтeмпех мaшaрe майлаштарса, йeркелесе пырать-cке. Cемье aшшине упрассишeн те хeрарaм ытларах тaрaшать. 

– Ачисем пeчeк пулнине пaхмасaр ecре те cитeнyсем тaвать. Эсир акa таcта та eлкeретeр, яланах илeртyл-лeн курaнатaр. Хaватaр acтан тухать?

– Ачасене ура cине тaратма cут cанталaкe хaй вaй парать, хeрарaма хитрелетет пулe. Чeр чунсем те хaйсен aратне тaсассишeн еплерех тaрaшаcce те. Cемьере килeшy хуcалансан пире чылай caмaлрах. Юрату, пeр-пeрне aнланни хaват хушать. Хaшeсен шучeпе юрату вaхaтлaха кaна килет. Мaшaрaмпа пилeк cул пурaнатпaр, cак асамлa туйaм вара кунран-кун вaйланса, тeрекленсе пынине туятaп. Cулталaкран, Соня cуралсан, венчет кайса тaтaмaр. Cынна пaхса мар, чун хушнипе тунa утaм ку. 

– Юрлама та чун ыйтнипех пуcланa-тaр?

– Пeчeкренех юрa-кeвe еннелле туртaннa. Вaрмарта ecленe чухне те юрлама cyренe, хулана килсен агрегат завочeн ансамбльне cырaннa. Анчах эстрадaна тухма хaюлaх cитмен. Эпe профессионал мар-cке, cавa тытса тaнa. Кашнин хaйeн ecне тумалла пек туйaнатчe. Пeррехинче Слава Александров концертне ертсе пытaм, cавaн хыccaн ентешeм (вaл та Вaрмар районeнчен) пeрле юрлама сeнчe. Cапла туслашса кайрaмaр, Слава лaпкa cын, пeр-пeрне тyрех aнланатпaр. Cемьесемпе те туслa, хaнана та cyретпeр. 

– Эсир шaрантаракан “Аннеceм кeтет пуль пире” юрра эпe уйрaмах юратса, кашнинчех куccульленсе итлетeп. Чунран шaранса тухнa юрa cеc теприн чунне витереет пуль...

– 2003 cулта cыртарнaччe aна, хамaрaн пeрремeш юрра. Халaх кaмaлласа йышaнни хавхалантарчe. Унтанпа тата ултa юрa тухрe, вeсене пурне те Слава Александров хaй кeвeлет. Халe диск кaларма хатeрленетпeр. 40 урлa каcсан артист ятне илтрeм. Кулaшла пек. Эпe чун ыйтнипе юрлатaп, хама артист тесе шутламастaп. Ecе чуна парса туни вара яланах сисeнет. Редакцие килнe саламлa cырусене вуланa чухне те туятaн cакна. 

– Кашни саламe хaйне евeрлe пултaр тесе вeсене самаях тyрлетме тивет-тeр...

– Хaшeсем пeр-пeринчен cырса илни килeшмест, хaвaнтан, чунран тухакан сaмахсем витeмлeрех-cке. Теприсем хacан, acта cуралнине, кам саламланине cеc палaртса хaвараcce. Кун пек чух сaн yкерчeкeсене кaларса хуратaп, вeсене пaхса ларнa май сaмахeсем хaйсемех таcтан, шалтан тухаcce. Хaш-пeр cырaвe питe хaвaрт cырaнать. Cынни cав тери лайaх пуль тетeп вара. Тепринпе ытларах ларма тивет. 

– Концертсенче кaмaла хуcакан самантсем пу-лаcce-и?

– Хaш-пeр куракан эрех-сaра ecсе савaнма тaрaшни килeшмест. Антракт хыccaн залра yсeр cын чылай. Cакa ыттисен кaмaлне те хуcать. 

– Пурнacра мeн килeшмест?

– Ырa тунине хaвaрт манни, хаклама пeлменни, икe питленни, теприн cинчен усал сaмах сарни, юлташа сутма пултарни. 

– Кинора yкерeнме сeнсен килeшетeр пулe?

– Хирec пулмaп. Карчaк, Ашапатман сaнарне уйрaмах лайaх уcса пама пултарассaн туйaнать. 

– Умра – cулталaкри чи cутa уяв. Aна эсир мeнле, acта кeтсе илетeр?

– Ceнe cул – cемье праcникe, cавaнпа яланах килте юлма тaрaшатпaр. Пeрле сeтел хатeрлетпeр, ачасемпе вылятпaр. Симeс чaрaш айeнчен Хeл мучи парнисене туртса кaларатпaр... 

– Мaшaрaр юрла-юрлах кaмaлaра cавaрнa терeр. Пысaк сцена cине пeрле тухас шухaш пулман-и?

– Кун пирки пeрремeш хут калаcу пуcарсан Сергей cирeппeнех: “Cук, cук”, – тенeччe. Халe: “Курaпaр-ха” – тет. Вaхaт иртсен, тен, пeрле юрлама та пуcлaпaр. Кам пeлет?

 

Алина ГЕРАСИМОВА.
«МИГ (Самант)», Чебоксары.

 

Наверх