Menu

Килĕр, курăр, вĕренĕр

Раштавăн 10-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Шкулпа аслă вĕренÿ заведенийĕн интеграцийĕ - татăлусăр вĕренÿ тытăмĕн никĕсĕ» ыйтупа республикăри ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енĕн влаç органĕсен представителĕсем, район-хуласенчи вĕренÿ пайĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, учительсем, шкулсенчи ертсе пыракан канашсен ертÿçисем, университет преподавателĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В.П.Мидуков, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова саламларĕç. Республика Президенчĕн М.В.Игнатьевăн канашçи, ректорсен канашĕн председателĕ, ЧПУ ректорĕ В.Г.Агаков профессор тĕп ыйтупа доклад турĕ.

Анлă çак форумăн тĕшши мĕнре-ха? Конференцин пленарлă ларăвĕ уçăлас умĕн В.Г.Агаков ректор журналистсемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

- Форумăн тĕп тĕллевĕ - вĕренÿ тытăмĕн тĕрлĕ шайĕнчи педагогсене пĕр чăмăра пухасси. Аслă шкулсен, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен преподавателĕсем, шкулсенчи учительсем тачă çыхăну тытса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен кăна республика, çĕр-шыв аталанăвне паха витĕм кÿрекен квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме пултаратпăр. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕр-шыва ăслă экономика кирлĕ тесе палăртать. Ăслă экономикăна ăслă çынсем тăваççĕ. Пирĕн çакăн пек специалистсем вĕрентсе кăлармалла, - терĕ вăл.

- Аслă вĕренÿ заведенийĕсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе халĕччен те çыхăну тытса ĕçленĕ-ха. Форум хыççăн çĕнни тата мĕн пулмалла?

- Çапла, Чăваш патшалăх университечĕ те, республикăри ытти аслă шкул та шкулсемпе тахçантанпах килĕштерсе ĕçлеççĕ. ЧПУн 1991-1992 çулсенчен пуçласа кашни районта тенĕ пекех аслă шкула кĕме хатĕрлекен центрсем пур. Пирĕн преподавательсем вĕсенче тĕрлĕ предметпа занятисем ирттереççĕ, профессисемпе паллаштараççĕ. Шкулсемпе пĕрле пултаруллă çамрăксене палăртса çул уçса парас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Вĕренекенсене ăслăлăх конференцийĕсене чĕнетпĕр, экскурсисем ирттеретпĕр. Анчах пире çак ĕçĕн калăпăшĕ тивĕçтермест, тата анлăрах тĕллевсене пурнăçа кĕртес килет.

- Сирĕн шухăшпа - тивĕçлĕ пĕлÿ илме ăçта вĕренме каймалла?

- Ку тĕлĕшпе ачасене тивĕçлĕ йышăну тума аслă, вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсем шкулпа тачă çыхăну тытса ĕçлени пулăшма кирлĕ. Шел те, юлашки 10-15 çулсенче аслă пĕлÿ тата аслă пĕлÿ дипломĕллĕ пулни ăнланусем пăтрашăнса кайрĕç. Ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те час-часах ку пĕр япалах тесе шухăшлаççĕ. Йăнăшаççĕ. Çамрăксене чĕнсе калас килет: вĕренме кĕмешкĕн çăмăлрах тесе хăвăра улталама ан парăр. Сумлă вĕренÿ заведенийĕнче кăна паха пĕлÿ илме, пурнăçра шанчăклă вырăн тупма пулать. Республикăра çакăн пек аслă шкулсенчен ЧПУпа пĕрле Чăваш патшалăх педагогика университетне, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине, Шупашкарти коопераци институтне палăртмалла.

- Университетпа шкул пĕрле ĕçлес тĕлĕшпе алă пусса çирĕплетмелли килĕшÿре палăртнă пулăшу пĕтĕмпех тÿлевсĕр-и?

- Паллах. Республикăри шкулсене Чăваш патшалăх университечĕн пурлăх-техника никĕсĕпе туллин усă курма май туса парасшăн. Килĕр, курăр, вĕренĕр, аталанăр. Пирĕн пуян лабораторисем кăна хĕрĕх çуртра вырнаçнă. Апла тăк пĕр кунра хĕрĕх шкулри вĕренекенсене йышăнса аталану занятийĕсем ирттерме пултаратпăр. Шкулсем, ачасем, учительсем валли çавăн пекех пирĕн хăватлă интернет центрăн, ăслăлăх библиотекин, спорт комплексĕн алăкĕсем те уçă пулĕç. Республикăри паллă кашни аслă шкулта çак йĕркене ĕçе кĕртессе шанатăп.

- Анчах инçетре вырнаçнă ял шкулĕсем эсир сĕнекен пулăшупа туллин усă курма пултарĕç-ши?

- Вĕсемпе çыхăну çак майпа йĕркелеме пулать. Кăçал эпир интернет-сеанссем ирттерме пуçларăмăр. Университет преподавателĕсем ял шкулĕнчи ачасемпе интернет урлă предмета ăнлантараççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Манăн шухăшпа республикăри мĕн пур аслă шкул çак ĕçе хутшăнса графикпа интернет-сеанссем ирттерме пултарать. Ачасене лайăх пĕлÿ илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма пирĕн учительсемпе алла-аллăн ĕçлесе пулăшмалла. Çавна май питĕ пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту çинче чарăнса тăрас килет. Çамрăксен хушшинче уйрăмах талантлисене тупса палăртас тĕлĕшпе питĕ тимлĕ ĕçлемелле. Талант питĕ сайра, вунă пинрен те пĕрре кăна тĕл пулать. Кăçал университетра пултаруллă çамрăксене аталантармалли ăслăлăх-меслетлĕх центрĕ йĕркелерĕмĕр. Студентсен ăслăлăх пĕрлĕхне, шкул ачисен «Малашлăх утăмĕ» секцине çÿрекенсен йышĕ пысăк. Çĕнĕ центр вара талантлă 10-15-20 çамрăка палăртса çĕнĕ тÿпене çĕкленме пулăшас ыйтусемпе ĕçлет.

Всеволод Георгиевич татăлусăр вĕренÿ тытăмне шкулпа аслă шкул вăйсене пĕрлештерни паха витĕм кÿрессе шаннине палăртрĕ. Форумра тухса калаçакансем те ку тĕлĕшпе хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Шупашкар хулин администрацийĕн сывлăх сыхлавĕн тата социаллă политика управленийĕн пуçлăхĕ, ЧПУ медицина факультечĕн деканĕ Д.С.Марков Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ валли кадрсем хатĕрлес тытăмра татăлусăр вĕренÿ мелĕпе усă курмалли кăсăклă проектпа паллаштарчĕ. Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕ, 3-мĕш шкул директорĕ С.В.Яргунин шкулпа аслă шкул хутшăнăвĕн çĕнĕ мелĕсене сĕнчĕ. Шупашкарти вĕренĕвĕн попечительсен канашĕн ертÿçи Д.Н.Прокошенков кирек мĕнле çĕнĕ ĕçре те ашшĕ-амăшĕн, обществăн шухăшне шута илмеллине палăртрĕ. Сăмах май, форума пухăннă шкул директорĕсемпе вĕренÿ пайĕсен пуçлăхĕсенчен чылайăшĕ унти калаçупа та, университетри тĕл пулусемпе те кăмăллă юлнине, малалла ĕçлессине пĕлтерчĕç. Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе йышăну проектне хатĕрлеççĕ, шкулсене ярса параççĕ. Ăна çирĕплетиччен кашниех сĕнÿ пама пултарать.

Алина ЛУКИЯНОВА. Газета «Хыпар». 2010. 14 декабря.
Наверх