ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ
- Опубликовано в Публикации преподавателей
- Автор Админ
Писательсен - «чун инженерĕсен» - съезчĕсем питĕ çивĕччĕн иртнине ас тăватăп. Ун чухне - чĕрĕк ĕмĕр каялла - çĕн йĕркелÿ пуçланнă тата çирĕм çул каялла - ССР Союзĕ арканнă тапхăрта - чун ыратăвĕ сисĕмлĕрех пулнă-ши? Вăхăт сиплет тени тĕрĕсех-мĕн. Темле йывăр лару-тăрăва та хăнăхатпăр, тÿссе ирттеретпĕр ахăртнех. Çакна ЧР Профессионал писательсен союзĕн черетлĕ съезчĕ /ĕнер Чăваш наци библиотекинче иртрĕ/ аван çирĕплетрĕ. Хирĕçÿллĕ пĕр самант та сиксе тухмарĕ ун ĕçĕнче.