Menu

Асăрхăр: конкурссем!

07042011“Çамрăксен хаçачĕ” харăсах 2 конкурс йĕркелени çинчен пĕлтерет. Тупăшусене сăвă-калав хайлакансем те, сăн ÿкерчĕк ăстисем те хутшăнма пултараççĕ.

Литература ăмăртăвĕнче шкул ачисем, студентсем, вăй питти çынсем, аслă ăрурисем вăй виçееççĕ. Ăмăрту йĕрки: çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен редакцие сăвă, поэма, калав, повеç, пьеса, тĕрленчĕк ярса парăр. “Конкурса” тесе палăртма ан манăр. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче вĕсене хаçатра пичетлĕпĕр. Чи ăнăçлă хайлавсен авторĕсене парнесемпе хавхалантарăпăр.

Фотоаппарата алăран яманнисемпе сăн ÿкерме кăмăллакансем валли “Эпĕ тата “Çамрăксен хаçачĕ” конкурс вăй илет. Пирĕн кăларăма килĕштерекенсем айккинче тăрса юлмаççех пулĕ. “ÇХ”-па тĕрлĕрен ÿкерĕннĕ ĕçсене ярса панисĕр пуçне 5 ыйтăва хуравлама тивĕ.

1.Эсир мĕн ятлă тата миçе çулта?

2.Сирĕн чун киленĕвĕ /хобби/.

3.“Çамрăксен хаçатне” хăçантанпа çырăнса е илсе тăратăр?

4.Хăш рубрикăсене ытларах кăмăллатăр?

5.Сĕнÿсем.

Çырусене çак адреспа кĕтетпĕр:

428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, Пичет çурчĕ, III хут, “Çамрăксен хаçачĕ”. Электрон адрес: Этот адрес электронной почты защищен от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра..">Этот адрес электронной почты защищен от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра..

РЕДАКЦИ.

Наверх