ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ
Писательсен - «чун инженерĕсен» - съезчĕсем питĕ çивĕччĕн иртнине ас тăватăп. Ун чухне - чĕрĕк ĕмĕр каялла - çĕн йĕркелÿ пуçланнă тата çирĕм çул каялла - ССР Союзĕ арканнă тапхăрта - чун ыратăвĕ сисĕмлĕрех пулнă-ши? Вăхăт сиплет тени тĕрĕсех-мĕн. Темле йывăр лару-тăрăва та хăнăхатпăр, тÿссе ирттеретпĕр ахăртнех. Çакна ЧР Профессионал писательсен союзĕн черетлĕ съезчĕ /ĕнер Чăваш наци библиотекинче иртрĕ/ аван çирĕплетрĕ. Хирĕçÿллĕ пĕр самант та сиксе тухмарĕ ун ĕçĕнче. Йышра 125 çыравçă, съезда вĕсенчен 80-шĕ хутшăнчĕ. Çапах та çакă писательсен пурнăçĕнче, ĕçĕ-хĕлĕнче çивĕч ыйтусем пачах çуккине пĕлтермест.
ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов хăйĕн докладĕнче общество организацийĕ юлашки пилĕк çул хушшинче тунă ĕçсене, пурнăçа кĕртмен тĕллевсене палăртрĕ. Мĕн пурри - куç умĕнче.
Юлашки 25 çул хушшинче халăх улшăннă, Раççей чи нумай вулакан çĕр-шыв пулма пăрахнă. Çапах та чăваш литератури, çак ыйтусем те уншăн ют мар пулсан та, пĕр вырăнта тăмасть. Пысăк жанрсем енĕпе Лаврентий Таллеров, Георгий Орлов, Лев Кузьмин, Денис Гордеев, Николай Максимов, Анатолий Кибеч, Иван Тенюшев, Аркадий Казанов палăрнă, поэзире - Юрий Сементер, Юрий Айташ, Светлана Асамат, Николай Теветкел, Порфирий Афанасьев, Марина Карягина. Литература çĕнĕ ятсемпе - Геннадий Максимов, Елен Нарпи, Светлана Гордеева çыравçăсемпе - пуянланнă.
Çак тапхăрта «Нарспи» поэма тухма пуçланăранпа 100 çул çитнине, Константин Ивановăн 120, Çеçпĕл Мишшин 110, Петĕр Хусанкайăн 100 çулхи юбилейĕсене, паллă ытти кунсене палăртнă. Çĕнĕ кĕнекесем, журналсем тухнă.
Мĕн çитмест-ши? Хăш енĕпе тимлĕрех пулмалла? Союз сумне çĕклемелле, писателĕн авторитетне ÿстермелле, çыравçă ĕçне хисеплеттерме пуçламалла. Çаксене пурне те писателĕн хăйĕн пурнăçа кĕртмелле - ĕçĕпе, ăслă шухăшлă произведенийĕсемпе.
Съездра çавăн пекех писательсен пĕрлĕхĕн куçару секцийĕн ертÿçи Виталий Родионов, ытти регионти авторсемпе ĕçлекен секци пуçлăхĕ Валентин Абрамов, вырăс прозин секцийĕн ертÿçи Дмитрий Суслин, Юлия Силэм, Валентина Тарават, Энтип Ваççи, Ăсан Уçăпĕ, ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов сăмах каларĕç. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата Чăваш патшалăх университечĕн ăсчахĕсем Ольга Скворцовăпа Ирина Софронова поэзипе ача-пăча литературине тишкерчĕç.
Съезд ĕçне çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Культура комитечĕн председателĕ Владимир Мидуков хутшăнчĕ. Владимир Петрович хăйĕн сăмахĕнче писательсем хускатнă ыйтусем пĕлтерĕшлĕ, вырăнлă пулнине палăртрĕ. «Культура еткерлĕхне тĕп тусан пурнăç та пĕтĕ, - терĕ. - Çак кунсенче Патшалăх Канашĕн сессийĕнче çитес çулхи бюджета çирĕплетнĕ. Унта культура тытăмĕнчи ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ хальхинчен ытларах уйăрма палăртнă».
Съездра союз правленийĕн çĕнĕ йышне суйларĕç. Унта çак çыравçăсем кĕчĕç: Сергей Павлов, Виталий Родионов, Валентин Абрамов, Дмитрий Суслин, Николай Ишентей, Марина Карягина, Геннадий Максимов, Елен Нарпи, Денис Гордеев. Правлени председателĕ - Сергей Павлов.