Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем российской печати и Днем чувашской печати
- Опубликовано в Новости отделения журналистики
- Станьте первым комментатором!
Эсир – питех те чаплă професси çыннисем, çивĕч ыйтусене яланах туйса-курса тата мĕн пур пулăм çинчен пĕлсе тăратăр. Пултарулăхри çирĕп тĕллевлĕхпе хастарлăх, пысăк шайри ăсталăхпа тарăн ăс сирĕн паха енĕрсем. Хăвăрăн тĕлĕнмелле талантăра, тăрăшулăхăра тата малашлăха курма пĕлнине пула эсир пурне те кăсăклантаракан темăсене тĕплĕн çутататăр, кăткăс ыйтусен тупсăмне уçса паратăр тата влаçпа общество хушшинче усăллă калаçу йĕркелеме пулăшатăр.