Menu

«Эфирта - Чăваш наци радиовĕ»

Чăваш наци радиовĕ - тăван чĕлхепе талăкĕпех калаçакан республика информаци хатĕрĕ. Унăн сассине паян тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕ­нче пурăнакан кашни чăваш итлеет.

Малтанласа вăл республикăмăрăн пур районне те çитейместчĕ. Халĕ вара ку ĕçе йĕркене кĕртнĕ темелле. Çакăн пирки тата ытти çинчен вулакансене Чăваш наци телерадиокомпанийĕн радио кăларăмĕсен продюсерĕ - тĕп редакторĕ Олег Прокопьев каласа кăтартĕ.

- Унччен эпир 72.41 УКВ хумсем çинче çеç калаçнăран пире кăнтăр районсенче кăна итлеетчĕç. Паян вара, лецензи илнĕ хыççăн, тепĕр хум - 105.0 FM - хута кайрĕ. Çавна май эсир кирек ăçта та чăвашла кăларăмсене, юрă-кĕвĕ, тĕрлĕ хыпар итлесе киленме пултаратăр.

Палăртса хăварам: приемник илес тĕк виçĕ кнопкăллине /виççĕмĕш тÿмине пуссан эпир «калаçатпăр»/, харăсах FM тата УКВ хумсем тытаканнине туянăр. Хаклах та мар, пахарах та.

- Олег Иванович, Чăваш наци радиовĕ паян мĕнпе кăсăклă?

- Эпир ахаль çын пурнăçĕ­нчи кулленхи ыйтусене хускататпăр: экономика, спорт, культура, вĕренÿ, медицина... Анчах çутатса пани пĕр япала, кăларăмсем интереслĕ пулччăр тесен вĕсем тĕрлĕ жанрлă кирлĕ. Çавăнпа та массăллă информаци хатĕрĕсенче мĕнле жанр пур, пирĕн радиора та çавсемех янăраççĕ. Кунта радиоспектакль, очерк, репортаж, тавлашуллă кăларăмсем тата ытти те пайтах.

- Сирĕн шухăшăрпа - мĕн вăл паянхи радио?

- Чи малтанах - тÿрĕ эфир. Сăмах май, эпир 22 кăларăма шăпах çапла майпа йĕркелетпĕр. Тепĕр 25-шĕ - вырăна тухса хатĕрленĕ материалсем.

Тепĕр тесен, тÿрĕ эфирта вĕçĕмсĕр пĕр çынсем калаçни те йăлăхтарать. Çавăнпа та хăйне евĕрлĕ те кăсăклă черетлĕ передача кăларас терĕмĕр. Ку - Чăваш наци радиовĕпе «Хыпар» хаçат пĕрле йĕркеленĕ çĕнĕ проект. Вăл - тÿрĕ эфира тухакан, тавлашуллă кăларăм.

- Мĕн пирки-ха вăл?

- Хăй вăхăтĕнче интеллигенци чăвашлăх тĕревĕ шутланнă. Вĕсене çыхăнтарса, пĕрлештерсе тăраканни, паллах, «Хыпар» хаçат. Калăпăр, Николай Никольский, Гавриил Алюнов, Алексей Милли, Агафья Гаврилова, Даниил Элмень /хаçат редакторĕ­сем пулнă/ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки халăха «Хыпар» урлă пĕлтернĕ. Эппин, чăвашлăх историйĕ, аталанăвĕ, шăпах çак кăларăмпа çыхăннă, паян та хăйĕн çивĕ­­ч­­лĕ­­х­­­не çухатман вăл.

Эпир вара тÿрĕ эфирта çак çынсемпе чăвашлăх, интеллигенци пирки калаçăпăр. Чĕннĕ икĕ хăна /историе лайăх пĕлекенсем/ хăйсен шухăшне пĕлтерĕç, тавлашĕç те. Шăнăрĕ, паллах, «Хыпар» пулĕ. Ку проект 2011 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 2012 çулхи çу уйăхĕччен /Николай Никольскин çуралнă кунĕ тĕлне/ пырĕ.

- Чăваш наци радиовĕн хăйне евĕрлĕхне тата мĕнре куратăр?

- Калăпăр, радиопа вĕ­çĕ­­­мсĕр эстрада юррисем янăрани пурин кăмăлне те каймасть. Çавăнпа та республикăмăрта иртекен тĕрлĕ концерта çырса илсе эфира кăларма пуçларăмăр: опера, романс, тен джаз. Çапах юрлама пуçличчен ăна шăрантаракансем хăйсемпе паллаштараççĕ, композиторăн ку е вăл кĕвĕ еплерех «çуралнине» каласа кăтартаççĕ. Çапла вара итлекен куçĕ умне хăйне евĕрлĕ картина тухса тăрать, вăл чăн-чăн искусствăпа кăсăкланма, ăна ăнланма пуçлать.

Чăваш кăларăмĕсен кашни хĕлĕхĕ, сăмахĕ, шухăшлавĕ чăвашла пулмалла. Унта наци сĕмĕ хуçалантăр. Çавăнпа та, манăн шухăшăмпа, пирĕн материалсем Раççейри ытти информаци хатĕрĕсенчен уйрăлса тăмалла. Хамăрăн паллă та пултаруллă çынсемпе паллаштарар, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартар.

Татьяна КРОТОВА

Наверх