Vk.com чăвашла “пуплет”
- Опубликовано в Новости отделения журналистики
- Станьте первым комментатором!
Интернетри нумай çын усă куракан vk.com сайт чăвашла «калаçма» пуçларĕ. Акăлчан, вырăс, китай тата ытти халăх çыннисем унта тахçанах хăйсен тăван чĕлхипе çыру вĕçтереççĕ. Ака уйăхĕнчен пуçласа кăмăл тăвакансем “контактăн” чăвашла версийĕпе усă курма пултараççĕ.