«Чи кирли – çынлăха çухатас марччĕ…»
- Опубликовано в Новости отделения журналистики
- Станьте первым комментатором!
Çак çĕр çинчи этемлĕхе тытса тăраканĕ, малалла аталантараканĕ – ЮРАТУ. Çак ачаш та çепĕç, вăйлă та çунатлă туйăм пирĕн пурнăçăн никĕсĕ. Вăлах – хавхалану, шанăç, ĕненÿ, çирĕплĕх, çывăхлăх, хисеп тата пĕр-пĕрне упрани. Юрату туйăмĕ тĕрлĕ енлĕ. Эпир савнине юрататпăр, хамăр пурнăç панă ачасене ÿстеретпĕр, пире çуратнă аттепе аннене асран ямастпăр, тăван чĕлхене сума суса вĕренетпĕр, тăван çĕршыва чĕрере упратпăр.