Logo
Версия для печати

Диплом – алăра, умра – анлă çул

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче пилĕк çул ăс пухнисем аслă вĕренÿ заведенийĕн ытти студентĕнчен маларах - çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче - диплом илчĕç. Пухăннисене университет ректорĕ Всеволод Агаков саламларĕ.

- Журналистăн яланах пĕрремĕш пулма тивет. Общество ăс-хакăлĕ тата унăн лайăх пурăнас шайĕ çак профессире тăрăшакансен ĕçĕнчен нумай килет. Çавăнпа студентсене тĕнче тата чăваш журналистикине аталантарма вĕренмешкĕн, информацин çĕнĕ технологийĕсене алла илмешкĕн май çителĕклĕ туса памалла, - палăртрĕ Всеволод Георгиевич. - Малашне эсир хăвăр специальноçпа вăй хурсан та, хумасан та чи кирли - çын пулни, пурнăçра хăвăра тупни.

Кăçал çÿлерех асăннă факультетран вĕренсе тухакан 71 çамрăк аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен документлă пулчĕ. Вĕсенчен 24-шĕ - «хĕрлĕ» дипломлă. Калем ăстисенчен нумайăшĕ студент чухнех юратнă профессире вăй хума пикеннĕ, халĕ те пултарулăхне çак енпех туптать. Студент ретĕнчен тухакансене университетăн вĕренÿ пайĕн проректорĕпе Андрей Александровпа, факультет деканĕпе Анатолий Даниловпа, преподавательсемпе пĕрлех журналистика анине темиçе çул сухалакансем те саламларĕç. Эппин, камран тĕслĕх илмелли паллă. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме «Чебоксары-ТВ» телеканал ертÿçи Екатерина Канюка, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Дмитрий Моисеев, «Московский комсомолец» хаçатăн регионти кăларăмĕн пурнăçлав директорĕ Екатерина Пальянова, «Ульяновец» хаçатăн тĕп редакторĕ Олеся Герасимова, Шупашкарти банксенчен пĕринче PR-менеджерта тăрăшакан Наталья Чемашкина пулас ĕçтешĕсене диплом пачĕç.

Çакна палăртмаллах: ĕнерхи студентсенчен 12-шĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, çак ушкăнри Галина Федорова РФ Президенчĕн хавхалантарăвне те тивĕçнĕ. Чылайăшĕ журналистика факультетĕнче пилĕк çул пĕлĕве тарăнлатнă хушăра çĕр-шыв шайĕнчи ăслăлăх тата пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен ретне пĕрре мар тăнă. 10 çамрăк - çав шутра кăçал диплом илнĕ ар-хĕр те - республика ят-сумне Челябинскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Студентсен çуркуннинче» тивĕçлипе хÿтĕленĕ.

Çав кун çумăр кунĕпех чарăнма пĕлмерĕ пулин те университетăн çĕнĕ корпусне пухăннисен сăн-питĕнчен йăл кулă каймарĕ. Хăшĕ-пĕри хаваслă саманта мăшăрĕсемпе, тус-юлташĕпе çитнĕ. Теприсен çут тĕнче парнелекенĕсем те килме вăхăт тупнă. 5 каччă - Сергей Шелков, Андрей Аверьянов, Владимир Толстов, Эдуард Анилин тата Владимир Прокопьев - пĕлтерĕшлĕ документа иличченех салтак ретне тăчĕ. Вĕсен дипломне ашшĕ-амăшĕ илчĕ. Вĕренсе тухакансен хушшинче ача амăшĕсем /улттăн/ пулчĕç. Екатерина Романова вара диплом иличчен иккĕмĕш хĕр пĕрчине çут тĕнче парнелерĕ.

ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, университетăн тава тивĕçлĕ профессорĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Тенюшев вĕренсе тухакансене «Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» кĕнекине парнелерĕ, çутă малашлăх, ăнăçу сунчĕ. Уява килнисемшĕн тепĕр парне те пулчĕ - чăваш эстрада юрăçисем Станиславпа Верония Толстовсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кăмăла çĕклерĕç.

Елена ВЛАДИМИРОВА. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2012.  6 июля.

2007-2021 | © Отделение журналистики ЧГУ им. И.Н. Ульянова