Logo
Версия для печати

«Чи кирли – çынлăха çухатас марччĕ…» Избранное

IMG 20220301 WA0003Çак çĕр çинчи этемлĕхе тытса тăраканĕ, малалла аталантараканĕ – ЮРАТУ. Çак ачаш та çепĕç, вăйлă та çунатлă туйăм пирĕн пурнăçăн никĕсĕ. Вăлах – хавхалану, шанăç, ĕненÿ, çирĕплĕх, çывăхлăх, хисеп тата пĕр-пĕрне упрани. Юрату туйăмĕ тĕрлĕ енлĕ. Эпир савнине юрататпăр, хамăр пурнăç панă ачасене ÿстеретпĕр, пире çуратнă аттепе аннене асран ямастпăр, тăван чĕлхене сума суса вĕренетпĕр, тăван çĕршыва чĕрере упратпăр. Эпĕ асăннă туйăмсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ, кашнине уйрăм юратупа юрататпăр. Юратун тĕсĕсене уйрăм çын кун-çулĕ урлă çутатас тесе эпĕ паян «ШупашкАРТ» тĕпелне чăваш телерадиокомпанийĕнче шеф-редактор тата кăларăмсене ертсе пыракан Владимир Тимофеева чĕнтĕм.

– Володя, эсĕ чăвашра паллă та хисеплĕ, пултаруллă çынсенчен пĕри. Сан сассуна куллен чăваш радиовĕпе итлетпĕр, сенкер экран çинче сан сăнна куратпăр, эс ертсе пыракан тĕрлĕ уявра чунпа савăнатпăр. Пĕр сăмахпа, чăн-чăн профессионал. Калаçăва юратун хăш тĕсĕнчен пуçлăпăр?

– Хăш тĕсĕнчен пуçлар-ши? Юрату вăл – мĕншĕн те мар, юрату вăл – камшăн та мар, вăл шалти илемлĕ туйăм, ăна тарăннăн ăнлантарса пама çăмăл мар. Хамăр ачасене эпир ниме пăхмасăр, пурнăç темле килсе çаврăнсан та юрататпăр, çав туйăм вăл пирĕн чуншăн чи çывăххи.

– Апла пулсан чи хÿхĕм туйăмран – ачасене юратнинчен пуçлар… Пирĕн ачасем çак тĕнчене ытла та хÿтлĕхсĕр килеççĕ, тен, çавна пулах чĕрере чи черчен туйăма çуратаççĕ…

– Пирĕн çемьере икĕ ывăл. Асли Руслан нумай пулмасть çартан таврăнчĕ. Вăл салтак пулса çĕршыва хÿтĕленишĕн Эльăпа иксĕмĕр те питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Пĕрремĕш ачана ят хунă чух пуçа самай ватрăмăр. Халăхра ытлашши сарăлман ят парас терĕмĕр. Иккĕмĕш ывăлăн та ячĕ хитре. Арсений. Вăл 8-мĕш класра вĕренет.

– Арçын ачасен статусĕ урăхларах. Вĕсем ашшĕне çывăх. Малашлăхра сирĕн киле кин кĕртмелле пулать, ачăрсене уйăрса кăларса хваттер те туса пама тивет…

– Яваплăх шухăшлаттарать. Хальлĕхе Руслан ЧПУра историпе географи факультетĕнче туризм енĕпе специальность илессипе ăс пухать. Ывăлсем тĕрĕс-тĕкел, йĕркеллĕ çитĕнччĕр тесе амăшĕ чунне парса тăрăшать. Арçыннăн вара ывăлсемшĕн пур енчен те тĕслĕх пулмалла. Эпĕ нумай сăмах ваклакан арçын мар. Эля тепĕр чух куншăн ÿпкелесе те

илет. Ывăлсем манпа мăшăр хушшинчи хутшăнусене хăйсемех кураççĕ. Эльăпа иксĕмĕр те пĕр-пĕрне кÿрентерекен сăмах каласа курман. Вăрçăнман. Çемье çавăрас пулсан вĕсем çакна шута илеççех.

– Хамăр ачасен пурнăçĕ пирĕнтенех килет çав. Эльăна çемьере виçĕ арçынна пăхма çăмăлах мар-тăр… Ĕçре пуçлăх пулсан та килте вăл чи малтан мăшăр, анне...

– Эля çирĕп чунлă хĕрарăм. Манран та харсăртарах. Кирлĕ пулсан виçсĕмĕре те йĕркипе тăратса тухма пултарать. (Кулать – автор). Эпир ялан тенĕ пекех пĕрле. Пĕр компанире вăй хуратпăр. Ирсерен ĕçе пĕрле каятпăр, киле пĕрле таврăнатпăр, çула май лавккана кĕретпĕр. Кил-хуçалăхри мĕнпур ĕçе пĕрле тăватпăр: çимелли хатĕрлетпĕр, апатланнă хыççăн чашăк-кашăкне те пĕрле пуçтаратпăр.

– Ялан пĕрле пулнă чух чун-чĕререн юратнă çын çеç йăлăхтармасть. Ăна курас, сассине илтес, юнашар тăрас, аллинчен сĕртĕнес, унпа кун-çула пайлас килет. Калаçăва чун савнине юратни пирки тăсар пуль. Хăçан, хăш самантра çуралчĕç чунунта ачаш та ытарлă юрату туйăмĕсем? Каччăпа хĕр хушшинчи юрату чи таси, чи илĕртÿлли-çке…

– Эпир ЧПУра журналистика уйрăмĕнче пĕрле вĕреннĕ. Ку юрату – студент пулнă чух çуралнă юрату. Эпĕ Эльăна вĕренме кĕнĕ чухнех асăрхарăм. Экзамен тытнă хыççăн еплерех паллă илнине пĕлме тесе ЧПУна кайрăм. Пĕчĕкскер, хитрескер, тăпăл-тăпăл

кĕлеткеллĕ хĕр лайăх паллă илнишĕн савăннине халĕ те ас тăватăп. Хĕрпе каччăлла виççĕмĕш курс хыççăн çÿреме пуçларăмăр. Унтанпа уйрăлман. Эльăн йăл кулнă чух пат путакан пит çăмартисем ман пурнăçра ĕмĕрлĕхех.

– Юрату çуйкăнлăхĕ, канăçсăрлăхĕ, ăш вăркани ерипен чăн-чăн лапкă та çепĕç туйăма куçать… Тĕрĕсех-и?

– Тепĕр чух урампа утса пынă чух сисмесĕрех йăл кулса яратăн. Сана калама çук лайăх пулса каять. Эсĕ пĕчченех савăнса кулса утатăн. Хирĕç тĕл пулакан: «Ку мĕн пĕчченех кулса пырать?» – тесе хыçран çаврăнсах пăхать. Çавă пуль вăл чăн-чăн таса та черчен юрату. Çывăхра-и, инçетре-и килĕшекен çын, сана ăна аса илнипех аван.

– Юратун икĕ çул çеç: е чун савнипе пĕрле пулатăн, е ĕмĕрлĕхех уйрăлса каятăн… Каччă чун савние атте-аннепе паллаштарма шут тытни – унпа çемье çавăрма хатĕррине çирĕплетекен чи витĕмлĕ сăлтав теççĕ психологсем…

– Вĕренсе пĕтернĕ çул яла пĕрле кайрăмăр. Атте-анне – ялта, аппасемпе пиччесем – хулара. Пĕр тăвансем патне хăнана пĕрле маларах кайса çÿрерĕмĕр-ха. Эпĕ туйăмсене ăшра упракан çын. Вĕсене сапалама юратмастăп. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе нумай сăмах вакламан.

– Аттепе анне юратăвĕ, сĕнĕве пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ачисем телейлĕ пулччăр тесе вĕсем кинĕсене те, кĕрĕвĕсене те чунпа йышăнма тăрăшаççĕ. Анчах та пурнăç тÿнтерлĕ те пулать, ачисен пулас мăшăрĕсене килĕштермесĕр тĕксе ярса уйăрттарнă тĕслĕх те сахал мар пурнăçра. Çак юрату тата мĕнлерех-ши?

– Аттепе анне ял çыннисем, Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат ялĕнчен. Иккĕшĕ те вăрçă ачисем. Аттепе анне колхоз хуçалăхĕнче вăй хунă. Атте – трактористра, анне ĕне ферминче 17 çултан пуçласа ĕçленĕ, шкул хыççăн урăх çĕре качча тухнă аппăшĕн вырăнне

йышăннă. Кăштахран аннене шкула тирпейлÿçĕне ĕçе илнĕ. Аттен кану кунĕ те, уяв та пулман. Вăл кашнинчех каçхи апата ларсан пире: «Мĕнле те пулсан çăмăлрах ĕç тупăр, алла ручка-кăранташ тытса ĕçлĕр», – тетччĕ. Çемьере улттăн çитĕнтĕмĕр. Эпĕ тăваттăмĕш. Виçсĕмĕр аслă пĕлÿ илтĕмĕр. Пирĕн туйăмсене хисеплесе мăшăрсене чунпа йышăнчĕç çывăх çынсем. Пирĕн пурнăçа ку енĕпе çĕмĕрсе кĕрсе ăс паман. Кам ăçта вĕренесси, кам пуласси – веçех хамăртан килнĕ, суйланă, тăрăшнă. Тав вĕсене пуриншĕн те. Аннене чи малтан пулас мăшăрăн сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартрăм. Çамрăк чух эпир ал-урана темле тытса, тăрса та сăн ÿкерĕнетпĕр вĕт. «Пирĕн пата килсен те çăван пек тăвĕ-ши?» – те-

се шÿтлесе илчĕ анне.

– Пулас кĕрÿ пек еплерех йышăнчĕç сана хуняçупа хуняму?

– Эльăн ашшĕпе амăшĕ питĕ пултаруллă. Хĕрлĕ Чутайсем. Эльăн амăшĕ клубра ĕçлетчĕ ун чух. Ашшĕ шкулта физкультура вĕрентетчĕ, спортсмен. Халь тивĕçлĕ канура. Юрра-ташша ăста. Ялпа район шайĕнчи пур уява та хастар хутшăнаççĕ. Çемьере виçĕ ача. Пиччĕшĕ, Эля, йăмăкĕ. Эльăн пулас мăшăрĕ пек мар, ташăçă пек каяс терĕм хуняçапа хунямапа паллашма. Ун чух клубра концерт лартма хатĕрленеççĕ. Эпир Эльăпа ятарласа ташă вĕренсе сцена çинче ташлас терĕмĕр. Сисрĕç пулĕ эпĕ ахаль çеç килменнине, пулас кĕрÿ иккенне. (Кулать – автор). Питĕ кăмăллă йышăнчĕç «артиста».

– Сăмах май, эсĕ хăвăн аçупа аннÿ юратăвĕ епле çурални пирки пĕлетĕн-и-ха? Ку ыйтупа кăсăкланнă-и?

– Эпир ача чух епле паллашни пирки аса илсе калаçкалатчĕç. Атте çулталăк каялла çĕре кĕчĕ. Уншăн тунсăхласа ку темăпа ытларах калаçма пуçларăмăр. Анне ялта пĕчченех пурăнать. Эпир май пур таран ун патне çитме тăрăшатпăр. Вăрнарта пурăнакан шăллăм вара çумрах пулнăран час-часах юнашар. Анне ачисене умлăн-хыçлăн хĕр-ывăл çуратнă. Ялта ăна: «Епле çип çинчи шăрçасем пекех çуратнă вĕт-ха эс ачусене», – тесе калаççĕ. Пирĕн атте питĕ маттур арçын пулнă. «Аçун çÿçĕ хулăн, хура, хитреччĕ», – тесе аса илет паян анне. Эпĕ сăнран аттене хывнă, куçсем çеç аннен. Иккĕшĕ те пĕр ялтан. Туйра анне-

не атте урхамах кÿлсе тăранттас çине лартса киле илсе килнĕ. Хальхи тĕп çурта эпĕ çуралсан – 1974 çулта лартнă. Пурнăç уй урлă каçасси мар. Вĕсен те кун-çулĕнче тем те пулнă пулĕ. Чи кирли – çемье йăли-йĕркине килĕштерсе тытса упрасси. Анне пирĕн юратупа ăшăнса пурăнать. Мăнукĕсемпе çеç мар, кĕçĕн мăнукĕсемпе те савăнать.

– Пире пурнăç çулĕ çине юратса çирĕп тăратакансем татах та пур. Вĕсем – шкулта вĕрентекенсем. Пире ăс паракан учительсен юратăвĕ çинчен те чуна уçса илер-ха…

– Эпĕ шкулта лайăх вĕреннĕ. Аттестатра пĕр тăваттă кăна. Вырăс чĕлхипе. Кам пире вĕрентнĕ – пурне те тав сăмахĕ калас килет. Пур предметпа та чунĕсене парса вĕрентнĕ пире аслă туссем. Эпĕ истори предметне питĕ юрататтăм. Петр Яковлевич Золов вĕрентекен манран истори учителĕ тăвасшăнччĕ. Шкул хыççăн балл çитменнипе куçăмсăр майпа вĕренме кĕме тиврĕ. 18 çул тултарнă-тултарман салтака илсе кайрĕç. Мускав облаçĕнче телефонпа çыхăнусем тытакан пулса службăра тăтăм. Çартан килсен журналистика факультетне çул тытрăм. Хĕллехи сесси хыççăн истори факультетне пăрахма шухăшларăм. Чуна пĕр евĕрлĕх выртмарĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Роза Зайцева сăнарĕ те куç умĕнчех. Темшĕн вăл манра пулас шăл тухтăрне курнă. Физика предметне вĕрентекен шкул директорĕ Вячеслав Иванов та пирĕншĕн тĕслĕх пулнă. Хăранă унран.

Пĕррехинче тăхтавра шавланăшăн: «Ку мĕнле шăши чĕппи?!» – тесе хăй патне чĕнсе илчĕ те «пĕçерккĕ» пачĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен урăх ялтанччĕ, пирĕн çуртран ик-виç кил урлă çеç «хваттере» кĕнĕчче. Анне сĕт леçме ячĕ. Мĕн тери хумханса, чĕтресе утрăм урампа. Сĕт кĕртсе патăм та тÿрех пÿртрен тухса сирпĕнтĕм вĕт. Эпĕ чунра питĕ вăтанчăк. Халĕ те

çак профессие суйланинчен тĕлĕнетĕп.

– Журналист профессине юратасси патне те калаçса çитрĕмĕр ак.

– Тÿрех калап, эпĕ нихăçан та сăвăсемпе калавсем çырман, хаçатпа та çыхăну тытман. Троллейбус водителĕ, юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Сочиненисем çырнă-ха. Почтальон хаçат килсе парсан унри сĕвĕрĕлсех пĕтмен сăрă шăрши килĕшетчĕ мана. Хаçат вулама юрататтăм. Университетра пĕтĕмĕшле пĕлÿ илтĕм. Хаçатра та практикăра пулнă. Виççĕмĕш курсра Чăваш радиона практикăна лекрĕм. Иван Степанов редактор мана çапларах калани аса килчĕ: «Çанталăк» валли хыпарсем çырма вĕрентĕн, халь сана ĕçе илме юрать». Чăн та, виççĕмĕш курс хыççăн мана радиона штата илчĕç. Малалла уйрăм

программăпа вĕрентĕм. Экзаменсене хамăн курс студенчĕсемпе пĕрле тытрăм. Çăмăл пулман. «Радиори информаци программи» диплом ĕçне те аванах хÿтĕлерĕм.

– Телейлĕ эсĕ. Ытти студент пек ĕç вырăнĕ шырамалла пулман санăн. Радиора ĕçленĕ чух çынна куçран тинкерсе калаçмастăн. Психологи енчен ку çăмăллăх кÿрет. Телевиденинче вара, уйрăмах тÿрĕ эфир вăхăтĕнче, пин-пин куç çак самантра сан çине пăхнине шута илсен çухалса кайма та пулать вĕт…

– Малтанласа радиора хыпарсен пайĕнче ĕçленĕ чух чăвашла тата вырăсла хыпарсем хатĕрлерĕм.

Пĕр хушă шăнкăравсем йышăнтăм. Унтан диктора куçарчĕç. Радиори пĕрремĕш тÿрĕ эфира лайăх ас тăватăп. Пирĕн тăрăхра «сахат» тесе калаçаççĕ. «12 сахат», – тесе каласа ятăм. Радиона тÿрех шăнкăравланă çивĕч хăлхаллă итлекенсем. Диплом илсен Эльăпа

мăшăрлантăмăр. Пĕр компанире ĕçлеме пуçларăмăр. Телекуравра пĕрремĕш хут тÿрĕ эфи-

ра студент чухнех тухма тиврĕ. Питĕ хумханнине аван ас тăватăп. Çамка çине пĕр пысăк тар тумламĕ тухса ларчĕ те унтан пит тăрăх юхса анчĕ. Хускалма юрамасть. (Кулать – автор). Радиора нумай çул ĕçленĕ хыççăн телекуравра вăй хуракан Елена Егорова тĕп редактор мана асăрхарĕ. «Эфира тухма пултаруллă арçынсем çитмеççĕ пире», – тесе чĕнсе илчĕ. Паян эпĕ 8 çул телевиденире штатра ĕçлетĕп.

– Чăвашла литература чĕлхипе тĕрĕс калаçасси пĕрре те çăмăл мар...

– Ĕçленĕ май илемлĕ калаçасси хăйпе хăй пулса пырать. Юнашар вăй хуракансем те сĕнÿсемпе, канашсемпе чылай пулăшнă. Текста та эфира тухиччен темиçе хут вуласа хатĕрлетĕн. Чĕрĕк ĕмĕр çак ĕçсенче вăй хуратăп.

Паян эсĕ телевиденире шеф-редактор пулса ĕçлетĕн. Ĕçÿ чунна çырлахтарать-и?

– Хыпара эфира кăлариччен эпĕ корреспондентсем мĕн çырнине тĕрĕслетĕп. Йăнăшсене тÿрлететĕп. Пĕтĕм кăларăма йĕркелесе çитеретĕп. Хам та эфира тухатăп.

– Санăн пурнăçунти тепĕр хитре юрату вăл – чăваш эстради, концертсемпе уявсем ертсе пырасси. Эсĕ сцена çинче яштака хул-çурăмна, хăвна тытнине, калаçнине

шута илес пулсан, илемлĕн курăнатăн. Республика шайĕнчи кинофестивале Раççейĕн паллă дикторĕпе Ангелина Вовкпа та ертсе пыма тивĕçнĕ эсĕ.

– Ялта пурăннă чух манăн пурнăç çапла çаврăнса тухать тесе шухăшламан. Радиора хыпарсемпе пĕрлех «Кайри-мала» хит-парад йĕркелесе ертсе пыма пуçларăм. Чăваш эстрадин алăкне манăн умра пĕрремĕш хут Надежда Заводсковăпа Зоя Спиридонова кĕвĕ ăстисем, юрăçсем уçрĕç. Надежда Ивановнăпа юрăсем те турăмăр. Патшалăх шайĕнчи уявсене малтан темле чĕнсен те ертсе пыма килĕшместĕмччĕ. Темшĕн манăн вырăсла калаçас килместчĕ. Ерипен хăнăхрăм. Концертсенче лару-тăрăва кура импровизаци тума та лекет. Юлашки çулсенче республика шайĕнчи чылай мероприятие ертсе пыма шанчĕç. Ку – хисеп. Мана Ангелина Вовкпа кинофестиваль ертсе пыма питĕ килĕшрĕ. Пĕрле ĕçленĕшĕн чунтан тав турĕ.

– Пытармастăп, мана эс уявсем ертсе пыни килĕшет. Чăн чăвашла вырăс сăмахĕсене хутăштармасăр таса калаçатăн, яланах сан çинче илемлĕ костюм. Пĕр сăмахпа, сцена çинче классика шайĕнче ĕçлетĕн.

– Сцена çинче хама çирĕп тытни – шалти шăнăр. Çак юратуран чун киленĕçне илетĕп. Артистсен, сăвăçсен, çыравçăсен (пĕр хуранра вĕрекен çынсем) хушшинче çаврăнни кăмăла çĕклет. Юлашки вăхăтра пандемие пула концерсен шучĕ чакрĕ. Тепĕр чухне сценăшăн тунсăхлатăп та. Ĕçленĕ вăхăтра концертсем ертсе пыни хăйне евĕрлĕ хушма йывăрлăх. Çавах уявсенче чун çунатланать, çак хавхалануллă туйăмшăн çине тăрсах ĕçлеме те юрать.

– Пирĕн пурнăçа никĕслесе тăракан тепĕр вăйлă юрату вăл – тăван чĕлхе. Вăл пире хамăра тупма, хăтлăха упрама пулăшать, ура çинче çирĕп тăратать, професси парать, çак тĕнчере ытти халăхсенчен уйрăлса тăма майсем туса пырать.

– Чăваш чĕлхи маншăн чун киленĕçĕ çеç мар, вăл манăн çăкăр та. Мана чăваш концерчĕсене те сăн-сăпатшăн çеç мар, чăвашла таса та илемлĕ калаçма пултарнишĕн чĕнеççĕ. Залра ларакан халăх чăваш чĕлхине пирĕнтен те юратма вĕренет. Манăн йăх-

несĕлсем – чăвашсем. Тăван чĕлхе мана ăрусен чунĕ витĕр кĕнĕ. Çавах каласах пулать, чĕлхе ансатлăха юратать. Экономикăпа, политикăпа çыхăннă вырăсла текстсене чăвашла куçарма питĕ йывăр. Пĕр сăмаха темиçе сăмахпа ăнлантарса пама тивет. Хутлă-хутлă

предложенисем пулса тухаççĕ. Шухăш вĕçне тухиччен çухалса та кайма пулать. Чĕлхе пуласлăхĕпе çыхăннă япăххи пирки пачах та шухăшлас килмест. Чăваш чĕлхи пĕтет текен шухăша манăн тĕнчене вĕçтерес килмест. Пĕр пулăм та пĕр вырăнта тăмасть. Веçех йĕркеллĕ пуласса шанатăп.

– Калаçăва вĕçлесе пынă май чи пысăк юрату çинчен чуна уçма та вăхăт çитрĕ. Ку юратусăр эпир никам та мар. Ку юрату пирĕн çак çĕр çинчи шалти тĕнчемĕре тытса

тăрать. Ку çутă та вышкайсăр юрату – тăван çĕршыв. Вăл пире çак тĕнчере этеме мĕн кирлине веçех парать.

– Енчен те тăван çĕршыв йывăр вăхăтра чĕнсен – эпĕ унăн йыхравĕпе кайма хатĕр.

– Мĕн хуравлам? Кунтан вăйлăрах калама çук пулĕ.

– Çапла.

– Эсĕ радиопа тата телекуравпа калаçнине яланах пин-пин чăваш хаваспах итлет. Пирĕн хаçат вулаканĕсене мĕн суннă пулăттăн?

– Пĕр-пĕрне ырă сунасчĕ. Хăвăрт тарăхас марччĕ. Пĕр-пĕрне хисеплесчĕ. Хăть ăçта та – лавккара та, транспортра та – эпир чи малтан çын. Чи кирли – çынлăха çухатас марччĕ.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

2007-2024 | © Отделение журналистики ЧГУ им. И.Н. Ульянова