Logo
Версия для печати

Владимир Тимофеев: «Телей шăплăха юратать» Избранное

IMG 20210127 WA0002 1

«Хăçан та пулсан çемьеллĕ пулас тăк, мăшăрăмпа ятлаçса пурăнас марччĕ», - çапла шухăшланă вăл ача чухне. Сăмахăм паян «Чăваш Ен» Патшалăх телерадиокомпанин шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев çинчен. Вулаканăм асăрхарĕ пуль, паян эпир «Ашшĕн пилĕ» çĕнĕ ярăм пуçларăмăр. Унта ашшĕсен /арçынсен/ пурнăçри пĕлтерĕшĕ, вырăнĕ пирки сăмах пуçарăпăр, вăйлисен, пултаруллисен опычĕпе паллаштарăпăр.

— Владимир, эсир пурнăçра оптимист. «Яланах лайăх пулать!» девизпа пурăнатăр. Эльвирăна качча илнĕ чухне те йăлтах лайăх пулассине шаннă-и?

— Эпир Эльăпа студент çулĕсенче çÿреме пуçларăмăр. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне пĕрлешрĕмĕр. Эпир, тĕрĕссипе каласан, пурте оптимист. Эпĕ ун чухне мĕнле пуласси пирки шухăшланă-ши? Калама йывăр. Анчах халĕ пĕлетĕп: темĕнле пулсан та лайăххи пирки кăна шухăшламалла. Ĕнерхи иртсе кайнă, ăна тавăраймастăн. Ыран пулать-и, пулмасть-и — ăна пĕлместпĕр. Çавăнпа та паянхи кунпа пурăнмалла. Паянхи куна хисеплемелле. Пирĕн кăмăла çут çанталăк, таврари çынсем туяççĕ. Лайăххи пирки шухăшласассăн, ман шутпа, тĕнче те çавăн пек хуравлать. Пурнăçра, паллах, йывăрлăхсăр пулмасть. Вĕсем вăхăтлăх кăна. Тен, вĕсем санăн та мар. Çавăнпа ырри, пахи çинчен шухăшласа пурăнас килет.

— Кала-ха, санăн пурнăçра çемье мĕнле вырăн йышăнать?

— Темле пулсан та, паллах, çемье тĕп вырăнта. Унтан ĕç пулĕ ĕнтĕ. Эпир те пурин пекех тăратпăр та ĕçе каятпăр. Унтан — киле. Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Пурнăçа илемлетес, кăсăклăрах тăвас тесе ытлашши шухăшламастпăр эпир. Шăплăха юрататпăр. Пирĕн килте ытларах шăплăх хуçаланать. Халăхпа ĕçленĕрен килте канас та килет. Ытлашши ниçта та тухса çÿреместпĕр. Канмалли кунра эпир килте пĕрле пулма кăмăллатпăр. Пирĕншĕн вăл чи лайăх кану. Кашни хăй юратнă ĕçпе аппаланать. Кам телевизор пăхать. Тепри кĕнеке вулать. Виççĕмĕшĕ — компьютер умĕнче. Тăваттăмĕшĕ — «телефонра». Пĕри — диванăн пĕр пуçĕнче, тепри — тепĕр пуçĕнче. Виççĕмĕшĕ — тепĕр пÿлĕмре. Эпир çавăн пек канатпăр. Похода, çунашкапа е йĕлтĕрпе ярăнма çÿрекенсене чăннипех ăмсанатпăр. Эпир — кил çыннисем.

— Сирĕн çемьере кам хуçа?

— Эпир нимĕн те уйăрмастпăр, нимĕн те пайламастпăр. Паллах, Эля пулсан, тен, мана калатчĕ пуль. Ку енĕпе пирĕн çемьере — тулли демократи. Эпир мăшăрăмпа пĕр вырăнта ĕçлетпĕр. Пĕр вăхăтра тухса каятпăр, пĕр вăхăтра таврăнатпăр. Килти ĕçе те пĕрлех тăватпăр. Мĕн пăхса тăратăн унта кам хыçалта, е малта пынине.

— Эсир «Мехел» ача-пăча конкурсне ертсе пыраттăрччĕ. Хăвăр ачăрсем унта хутшăннă-и?

— Шел те, çук, хутшăнман. Çав тери илемлĕ проектчĕ вăл. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕпе пирĕн компани йĕркелесе янăччĕ… Ачасене пуçтарасси, вĕсене хатĕрлесси — çăмăл мар. Унта куçа курăнман ĕç нумай. Эпир телевизорпа курни — пĕтĕмлетĕвĕ, айсбергĕ кăна.

— Ачăрсем çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха. Мĕнпе интересленеççĕ вĕсем?

— Асли Руслан ятлă. Вăл 19-та, Ленинград облаçĕнче хĕсметре тăрать, связист. Унччен Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ. Унтан вăл туризм енĕпех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Иртнĕ кĕркунне ăна салтака илсе кайрĕç. Ача чухне ташлама çÿретчĕ вăл. Халĕ те пăрахман çак киленĕçе. Хальхи ташăсемпе кăсăкланать вăл. Калинин районĕнчи пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Ольга Дианисова ертсе пыракан «Контрасты» ушкăна çÿрет. Иккĕмĕш ывăлĕ Арсений ятлă. Вăл 2-мĕш гимназире 7-мĕш класра вĕренет. Вăл 13-ре. Пĕр вăхăт каратэне самаях çÿрерĕ. Хăмăр пиçĕххи илнĕччĕ. Кайран ачан кăмăлĕ улăшнчĕ. Эпир те çÿре тесе хистемерĕмĕр. Халĕ Арсени паянхи ытти çамрăк пекех компьютерпа кăсăкланать.

— Калăр-ха, ача ашшĕ пуласси мĕнлерех кăмăл-туйăм вăл?

— Паллах, ывăлсен ашшĕ пуласси — пысăк телей.

— Ывăлсене воспитани пара ĕçре мĕнле меслетсемпе усă куратăр?

— Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ чи пахи. Паллах, кураççĕ пулĕ тетпĕр эпир мĕнле пулнине. Вăл е ку лару-тăрура эпир хамăра мĕнле тытнине. Хальлĕхе вĕсен тĕп тĕллевĕ — вĕренÿ. Вĕренсе тухса лайăх çын пуласси. Кам вăл лайăх çын? Лайăх çын, чи малтанах тепĕр çынна усал туманни, ырă сунни. Ман шутпа çакă та çителĕклĕ ку тĕнчере. Çын япалине нихăçан та ан тытчĕр тетпĕр. Ăна вĕсем ăша хывнă пуль. Эпĕ Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Эля Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи — Пĕчĕк Этментен. Эпир ачасене унта та, кунта та илсе çÿреме тăрăшатпăр. Аннем пурăнать. Шел, атте çулталăк пуçламăшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Хĕрĕх кунĕ те çитеймен-ха. Ку таранччен çемье тулличчĕ: ачасен аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пурччĕ. Вĕсем пурри воспитани парас ĕçре пысăк тата ырă витĕм кÿрет. Эпĕ пысăк çемьере çитĕннĕ. Эпир аттепе аннен 6 ача — 3 хĕрпе, 3 ывăл. Эпĕ - тăваттăмĕшĕ. Ĕç вăхăтĕнче яла ытларах çÿреме тăрăшатпăр. Калăпăр, çĕрулми лартнă, кăларнă вăхăтра.

— Ачăрсемпе чăвашла калаçатăр-и? Тăван чĕлхене пĕлеççĕ-и вĕсем?

— Суймастăп, ывăлсем вырăсла калаçса ÿснĕ. Халĕ чăвашла та калаçтарма тăрăшатпăр. Ялта чухне кукашшĕ-кукамăшне, асламăшне мăнукĕсемпе чăвашла калаçăр тесе хытарсах калатпăр. Хăйсене мĕн кирлине вĕсем веçех ăнланаççĕ.

— Ывăлăрсем эсир мăшăрпа иксĕр те паллă, халăх çинчи /публика/ çыннисем пулнине епле йышăнаççĕ?

— Ун пирки эпир калаçнă-ши ятарласа? Вĕсем паллах пĕлеççĕ эпир телевиденире, радиора ĕçленине, сцена çине тухнине. Аванах йышăнаççĕ пек. «Ямастпăр, ан кайăр, килте ларăр», - темеççĕ.

— Аçупа аннÿ мĕнле сĕнÿ-канаш пани пурнăçра пуринчен ытла кирлĕ пулчĕ?

— Аттепе анне ял çыннисем, ĕç çыннисем. Эпир 6 ача пулсан та вĕсем пире темшĕн ытларах хÿтĕленĕ-ши? Эп каламастăп пире атте-анне шутсăр хытă ĕçлеттернĕ тесе. Йышпа тумалли ĕçе яланах пĕрле тунă-ха. Выльăхсене аттепе анне хăйсемех пăхнă. Атте тракторист пулнă, хуçалăхра ĕçленĕ. Кирек епле çĕр ĕçĕ те йывăр ĕç. Канмалли кунсем те пулман, яланах ĕçреччĕ. Вăл, паллах, ывăннă. Çав шăпана вăл пире сунасшăн пулман пулĕ ĕнтĕ. «Ачамсем, мĕнле те пулсан ман пек мар, ручка-кăранташ тытакан çынсем пулăр», - тетчĕ кашнинчех каçхи апата ларсан. Вĕреннĕ çынсем тăвасшăнччĕ пирĕнтен. Тен çавăнпа халĕ эпир пурте хулара. Кĕçĕнни Саша анчах Вăрнарта. Аттен ĕмĕчĕ пурăнçа кĕчĕ: пурте вĕреннĕ çынсем. Хамăн ачасене те вĕрентес килет. Дипломĕ кирлĕ пулать-и, пулмасть-и — ман шутпа, паян вĕренмеллех. Кĕçĕн ывăл Арсений математикăна питĕ юратчĕ. Çитĕнĕвĕсемпе хамăра та тĕлĕнтеретчĕ. Халĕ ÿснĕ май кăштах улшăнчĕ. Çитĕнсен кам пулать-ши? Тен, инженер? Тен, компьютер енĕпе каять? Тухтăр та пултарас килет. Çемьере пĕр-пĕр тухтăр пулсан питĕ аван.

— Ачасем пĕчĕкрех чухне интереслĕрехчĕ-и пурнăç? Е халĕ?

— Вĕсем пĕчĕк чухне кăсăклăрах пуль. Ун чухне мĕнле пулсан та вăхăта ачапа ытларах ирттернĕ. Ун чухне ачасен калаçăвĕ, хусканăвĕ интереслĕрех. Ăна эсĕ сăнаса, курса, савăнса тăратăн. Халĕ вĕсем йăлтах хăйсен тĕллĕн тăвасшăн. Вĕсене пирĕн пулăшу ун пекех кирлĕ мар. Çапах кашни вăхăт хăйне евĕрлĕ.

— Канмалли кунсене, уявсене еплерех ирттеретĕр çемьепе?

— Калатăп-çке, ытларах килте пулма тăрăшатпăр. Интеллектуаллă вăйăсем час-часах вылятăпăр. Кĕçĕн ывăлшăн интереслĕ вĕсем. Хăнасемпе те тĕрлĕ вăйă выляса вăхăта ирттеретпĕр.

— Паянхи кун ывăла çартан хăтарма та пултарнă. Мĕншĕн салтака ярас терĕр?

— Эпĕ хам та хăй вăхăтĕнче Мускав облаçĕнче хĕсметре тăнă, связит пулнă. Университета вĕренме кĕрсен салтак ячĕ тухрĕ те - ăна йышăнтăмăр. «Мĕншĕн каяс мар? Кайса килтĕр ача салтака, хăйне лайăхрах пулать. Салтака кайни нихăш енчен те япăх тумасть», - терĕмĕр.

— Аçăрăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Халĕ эсир шăпах кăранташ-ручка тытакан çын. Пурнăçра хăвăр вырăна тупнăн туйăнать-и сире?

— Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Роза Яковлевна мана шăл тухтăрне кайма сĕннĕччĕ… Тухтăр пуласси пулмарĕ. Апла пулин те журналистикăра хамăн вырăнта пекех туятăп.

— Малашнехи ĕмĕтсем пирки те пĕлес килет.

— Малашлăх пирки пуç ытлашши çĕмĕрес мар тетĕп. Эпĕ хама паянхи кунпа пурăнма вĕрентесшĕн. Сана тÿрех калатăп: паянхи пурнăçпа пурăнма çав тери йывăр. Шухăшламалла пулĕ ыранхи кун пирки те… Халь тин профессие улăштармастăпах ĕнтĕ. Çак тытăмрах пулатăп пулĕ тетĕп. Итлекен, куракан валли мĕн те пулин кăсăкли тăвас ĕмĕтпех пурăнатпăр. Ачасем тĕрĕс-тĕкел вĕренсе тухнине, çемье çавăрнине хăйсем ача-пăчаллă пулнине куратăп. Манăн куç умĕнчех вăл, эпĕ çав ÿкерчĕке асăмра тытма тăршатăп. Çакă çитет пулĕ тетĕп. Çавăнпа çакăн пирки шухăшлатăп.

— Эсир лăпкă питĕ лăпкă çын пек туйăнатăр. Сцена çинче пĕрре те хумханмастăр.

— Эпĕ çав тери вăтанатăп. Сцена çинчи вăл — тулаш ен. Шалта мĕн пуррине кăтартмастпăр ĕнтĕ. Шалта эпир вăтанчăк, хумханатпăр çав тери. Эфира, сцена çине тухасси те, çынпа калаçасси те çав тери хумхануллă пулăм. Вăл ахаль пулмасть, ахаль иртмест. Ман шутпа, вăл пурин те çавăн пек. Манăн тулаш лăпкăлăх ыттисене куçать тĕк, ыттисене «ерет» тĕк, мана курса вĕсем те лăпланаççĕ пулсан — ку питĕ лайăх.

— Ахăртенех, сирĕн çемьере яланах лăпкă пулнă?

— Аттепе анне 50 ытла çул пĕрле пурăнчĕç. Пурнăçра, çемьере кашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. Вĕсен ятлаçни те, пĕр-пĕрне хытăрах калани те пулнă. « Нихăçан та ун пек пулмастăп», - тесе шухăшланă эпĕ. Эпир Эльăпа 20 ытла çул пĕрле. Чăнах та, пĕр пытармасăр калатăп, ку таранччен пĕр-пĕринпе сасă хăпартса калаçман. Тен, вăл енчен кичем пурăнатпăр? Çынсем каласа панă тăрăх, вăрçăнаççĕ те, хыççăнах мирлешеççĕ, кайран пĕр-пĕрне хытăрах юратма пуçлаççĕ…

— Шăпăрт пулни пушшех лайăх вăл.

— «Телей шăплăха юратать», - теççĕ вĕт-ха. Малалла та çапла пултăрччĕ.

                                                                                                       Роза ВЛАСОВА. Газета «Хыпар». 2021. 29 января.

2007-2024 | © Отделение журналистики ЧГУ им. И.Н. Ульянова