Logo
Версия для печати

Кинора ÿкерĕнес килет-и? Хăюллăрах пулăр! Избранное

020818 7В очерке чувашской молодежной газеты рассказывается о творческой деятельности Валентины Никитиной, выпускницы факультета журналистики Чувашского государственного университета имени И.Н. Ульянова 2006 года в «Амедиа» – одной из крупнейших кинокомпаний России, производящей художественные фильмы, телесериалы, телепрограммы (г. Москва). 

Кино ÿкересси мĕнрен пуçланать? Сериалти сăнара калăпламашкăн мĕн тумалла? Çăлтăрсемпе туслашмашкăн йывăр-и? Кино производствинче тар тăкакан Валентина Никитина вăрттăнлăх чатăрне çĕклерĕ.

Тĕллев – Мускав

Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ хĕр 2001 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенчех Валентина Мускава çитме тĕллев лартнă. Виççĕмĕш курсра пĕлÿ пухаканскер ĕмĕтне пурнăçланă. Хĕр тусĕпе Пĕрремĕш телеканалра тухса тăракан «Жди меня» кăларăмра пултарулăх практикинче пулнă. «Çырусем миххи-миххипе çитетчĕç. Вĕсене вуласа тухаттăмăр, базăна кĕртеттĕмĕр. Тен, çыру шăрçалакана шыракан пур? Чăнах та, çакнашкаллисем тупăнатчĕç. Йывăр, кăсăклă шăпаллисене уйрăм тытаттăмăр», — аса илчĕ Валя.

Чăваш хĕрĕ Мускава тÿрех килĕштернĕ. Çĕршывăмăрăн тĕп хули аталанмалли майсемпе илĕртнĕ. Çавăнпах журналист алла диплом илсен ниçта та мар, Мускава ăнтăлнă. Пĕр вăхăт «Автопроводник» журналта вăйне тĕрĕсленĕскер «Амедиа» кинокомпание ĕçлеме вырнаçнă. Раççейри чи пысăк пĕрлешÿсенчен пĕри телесериалсемпе телефильмсем, телепрограммăсем ÿкерет. Унăн павильонĕсенче драмăсемпе детективсем, триллерсемпе романтикăллă комедисем, ситкомсем çуралаççĕ. 40 пин тăваткал метрлă лаптăк йышăнакан студи комплексĕнче 16 павильон вырнаçнă. Компани ют çыршывсемпе те ĕçлет. Пухмачра — «Бедная Настя», «Моя прекрасная няня», «Не родись красивой», «Татьянин день», «Закрытая школа» тата ытти паллă теленовеллăсем. Пирĕн çĕршывра Голливуд студийĕпе пуçарса ÿкернĕ проект та «Амедиа» павильонĕсенче çуралнă. «Кино ÿкерес ĕç сценарирен пуçланать. Вăл кураканшăн интереслĕ, хăйне евĕр пултăр. Экран умĕнче ларакан суяна, ÿстерсе кăтартнине тÿрех тавçăрать. Актерсене палăртасси те яваплă. Ятарласа кастинг йĕркелеççĕ. Комиссире — кастинг директорĕ, оператор тата режиссер. Рольсенче кам выляссине палăртсан проектăн «пилотне» ÿкереççĕ. Ăна телеканалсене кăтартаççĕ, сутаççĕ. Проекта ырлакан малалла ÿкермешкĕн укçа-тенкĕ уйăрать. Хальхи вăхăтра павильонсенче «Екатерина», «Золотая Орда», «Ольга» сериалсемпе ĕçлеççĕ», — сăмаха малалла тăсрĕ Валентина. Кинокомпанире вăл администраторта, ÿкерÿ ĕçĕн координаторĕнче, режиссер пулăшаканĕнче тăрăшнă. Тĕлĕнмелле кăсăклă тĕнче хĕр чĕрине çавăрса илнĕ. Валентина пуласлăхне çак искусствăра çеç курать. Çавăнпах вăл Дарья Храмцова актрисăпа кино производствипе ĕçлеме пуçланă.

020818 8

 Сулахайра - Данила Кузьмин, сылтăмран иккĕмĕшĕ - Селина Радюкова.

Ача ашшĕ-амăшĕ умĕнче вăтанать

Нумаях пулмасть Валентина ÿкерÿ ушкăнĕпе Испанирен таврăннă. Унта Жирона, Барселона хулисене çитсе курнă. Ют çĕршывра паллă вырăнсенче пулнă, каннă тата, паллах, ĕçленĕ. Темиçе кунрах 2 кĕске метражлă фильм ÿкернĕ.

Режиссер хальхи вăхăтшăн çивĕч ыйтăва çĕклеме шут тытнă. Çемье арканнă чухне ача мĕн туять? Ашшĕ-амăшĕн хирĕçĕвĕ унăн кăмăлне мĕнле витĕм кÿрет? Кĕçĕн çултин пăшăрханăвне, кулянăвне кăтартса парасшăн пулнă пĕрремĕш фильмра. Ушкăн çак ĕçпе кинофестивальсене хутшăнасшăн. Тепĕр проекта комеди жанрĕпе ÿкернĕ. «8-17 çулсенчи ачасемпе ĕçлетпĕр. Темиçе кастинг витĕр тухнăскерсем театр студийĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Сăмах май, кĕçĕн çулти актерсемпе ĕçлеме килĕшет. Вĕсем ÿкерÿ вăхăтĕнче хăйне май «уçăлаççĕ». Пултараймасть пуль тетпĕр, анчах ĕçе пуçĕпех парăннăскерсем куç умĕнчех çунат сараççĕ. Ÿкерÿ лапамне ашшĕ-амăшне кĕртместпĕр. Çывăх çынни умĕнче ача вăтанать», — палăртрĕ Валентина. Хĕр республикăн культура пурнăçне йĕрлет. Валя чăваш театрĕсен Мускаври гастролĕсене яланах çитсе курать. «Çуралнă тăрăха манмастăп, чăваш спектаклĕсемпе хаваспах паллашатăп. Пĕрре «Мир» телеканала çитме тиврĕ. Коридорта тĕрлĕ çĕрте тунă сăн ÿкерчĕксене çакса тухнă. Вĕсен хушшинче Чăваш Енре тунисем те пур. Вĕсемпе киленнĕ май тăван тăрăха çитсе курнăнах туйăнчĕ», — терĕ Валентина.

Кино ÿкересси пачах çăмăл мар. Кадр хыçĕнчи вун-вун çын ĕçĕ куçа курăнмасть. Экранра актерсемпе çеç киленетпĕр. «Кашниех паллă пулма ăнтăлать. Анчах эпизодри роле тивĕçмешкĕн вун-вун кастинг витĕр тухма тивет. Роле паманшăн кулянмалла мар. Пуç уссан ĕмĕт пурнăçланмĕ. Хăюлăх тапса тăтăр. Ăнăçлă проектра роле тивĕçмешкĕн тÿпери çăлтăрсен «куç хĕсмелле». Кастинг комиссийĕ йышăннă актерăн ÿкерÿ умĕн чирлени те пулать. Çур çĕр иртни пĕр сехетре ирхи улттă валли тĕп сăнарăн рольне калăплакан çук тесе шăнкăравлаççĕ. Пилĕк сехетре çын тупса паратпăр», — терĕ Валя.

Вăл ачасемпе ĕçлеме кăмăллать. Вĕсемпе çыхăну татмасть, малалла аталанмашкăн пулăшать. Валентина Никитинăпа ĕçленĕ пĕр хĕрача халĕ «Доктор Рихтер» сериалăн 2-мĕш сезонĕнче ÿкерĕнет. «Гофманиада» мультфильмра сăнарсем те Валя «тупнă» ачасен сассипе калаçаççĕ. Сăмах май, асăннă анимациллĕ ĕçе 17 çул ÿкернĕ. Кашни пуканене тĕплĕн хатĕрленĕ. Юпа уйăхĕнче çĕршыв кинотеатрĕсенче кăтартма палăртнă мультфильмпа чикĕ леш енче паллашма ĕлкĕрнĕ. Кинофестивальсенче тĕрлĕ награда пуçтарнă ĕçе пысăка хурса хакланă. Çывăх вăхăтра «Оранжевая корова» çĕнĕ мультик тухмалла. Унти сăнарсем те Валентина Никитинăпа ĕçленĕ маттурсен сассисемпе калаçаççĕ.

«Ачасенчен тĕлĕнетĕп. Вĕсем ĕçе хăвăрт кĕрсе каяççĕ. Инди фильмĕсенче ÿкерĕнмешкĕн кастинг тухнăскерсем 40 градус шăрăхра ĕçлерĕç. Пĕри те куштанланмарĕ. «Ачана ăçта вылясси пĕлтерĕшсĕр, анчах кинора кăсăклăрах», — теççĕ кино индустрийĕнче», — сăмаха малалла тăсрĕ пултаруллă пике.

Каникула кайнă та...

Валентина кинора ÿкерĕнес кăмăллă чăваш ачисене ялан хавас. Акă нумаях пулмасть Вăрнарта пурăнакан Данила Кузьмин «Ералаш» кастингĕ витĕр тухнă. 10-ри арçын ачана кĕске метражлă фильмра эпизодра выляма чĕннĕ. Пĕр куна тăсăлнă ĕçре Данил столовăйĕнче черетре тăнă. Вăрнар ачи унта мĕнле çитнĕ тетĕр-и? Каникулта Мускавра пурăнакан тетĕшĕ патне хăнана килнĕ иккен. Кастинг пирки илтнĕ те хутшăнас тенĕ.

Тепĕр чăваш хĕрачи, Селина Радюкова, кино искусствинче пĕрремĕш утăмсем тăвать. Вăл та кĕске метражлă фильмра ÿкерĕннĕ. «Кашниех кинора ÿкерĕнеет. Çакăн валли видео хатĕрлемелле. Унта ачан кĕскен хăйĕн çинчен каласа кăтартмалла. Сăвă вулама юрать. Сăн ÿкерчĕксем кирлĕ. Вĕсенче пит, кĕлетке курăнтăр. Тум тĕлĕшĕнчен ахаль футболкăпа йĕм тăхăнмалла. Ашшĕ-амăшĕ ачана кастинга капăр тăхăнтартса, чаплă прическа туса ертсе килет. Эпир тума хакламастпăр. Пире ача пултарулăхĕ кăсăклантарать. Вăрттăнлăха уçам-ха, ытларах чухне ÿкерĕнмешкĕн кăшт туллирех, чăмăркка питлĕ, хĕрлĕ çÿçлĕ ачасене суйлаççĕ. Вĕсем куракан кăмăлне çавăраççĕ», — пĕлтерчĕ хĕр. Анчах малтан кастинг витĕр тухмалла. 6-7 çултисене сăвă вулама сĕнеççĕ пулсан кĕçĕнреххисене канфет туртса илме ыйтаççĕ. Ача çакна мĕнле пурнăçлĕ-ши? Опытлă режиссерпа оператор кашни хусканăва йĕрлеççĕ.

Сăвă вулани, ташлани тыткăнламасть

Валентинăна экранра курма пулать-ши? «Испанире ÿкерĕннĕ чухне амăшĕн сăнарне калăпларăм. Манăн камера умĕнче макăрмаллаччĕ. 3-4 минутлăха айккине кайса лартăм, пурнăçри йывăр самантсене аса илсе хурлантăм. Куççуль хăйне хăй юхрĕ. Пултарулăх ушкăнĕ тĕлĕнсех кайрĕ: «Мĕнле макăратăн-ха?» — тесе тĕпчеççĕ. Кăшт тăхтама ыйтрĕç. Мухтанине илтсе хаваслантăм, пусăрăнчăк туйăмсем сĕвĕрĕлчĕç çеç, кадра чĕнеççĕ. Манăн вара макăрас килмест! Тепĕр 3-4 минутлăха кайса лартăм, куççульленсе таврăнтăм», — пултарулăхри пĕр саманчĕпе паллаштарчĕ Валентина.

Киноиндустрире тăрăшаканскер тĕрлĕ проектпа паллашать. Ака уйăхĕнче вăл РФ Культура министерстви йĕркелекен питчингра пулса курнă. Унта паллă тата анчах ĕçлеме пуçлакан режиссерсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлеççĕ. Комисси ырлаканнисене ÿкермешкĕн укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Валентина ĕçлекен студи те хăйĕн проектне хÿтĕленĕ. Маттурсем хавхалантарăва кĕтеççĕ.

Кино валли чаплă оборудовани кирлĕ мар. Телефонпа ÿкернисем те анлă сарăлаççĕ. «Реальные пацаны» пысăк рейтинглă пуласса кам пĕлнĕ? Халĕ «Ольга» сериалăн тăсăмне ÿкереççĕ. Тĕп сăнара вылякан Яна Троянова питĕ вăйлă хĕрарăм. Вăл куракана энергетикăпа тыткăнлать.

Асăрхаччăр тесен пĕр вырăнта лармалла мар. Блогерсем интернет страницăсене кĕске видеосем вырнаçтараççĕ. Вĕсене пин-пин çын курса хаклать. «Пултаруллă ача чылай. Хамăра кăтартма пĕлмелле çеç. Пĕрремĕш каналта тухса тăракан «Лучше всех» кăларăма хатĕрлекенсемпе çыхăну тытатăп. Вĕсем çĕннине, тĕлĕнтерекеннине суйлаççĕ. Сăвă вулани, ташлани куракана тыткăнлами пулчĕ. Халĕ çамрăк футболистсем, блогерсем, тĕрлĕ юхăмри ташă ăстисем кăсăклантараççĕ. Чăваш Енрен çитнĕ ачасем сайра пулсан та кăларăма хутшăнаççĕ. Кастинг витĕр тухайман Даша Кузьминапа Никита Кузьмин тепĕр проектра палăрма ĕлкĕрчĕç. Çуркунне Мускаври Арбатра «До Нового года осталось» фильмра ÿкерĕнчĕç. Ăна YouTube каналра курма пулĕ, — терĕ Валентина. Хĕр пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ. Пурнăçне кино хатĕрлессипе çыхăнтарнăскерĕн вĕсене пурнăçламашкăн вăй-хăват çиттĕр çеç!

Ольга КАЛИТОВА.

Валентина НИКИТИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

2007-2024 | © Отделение журналистики ЧГУ им. И.Н. Ульянова