Menu

Глава республики поздравил Национальное радио Чувашии с днем рождения

Год назад, 25 апреля 2009 года в 13.00, начало тестовое вещание Национальное радио Чувашии. Это стало событием исторического значения для всей республики.

Президент Чувашии сегодня поздравил коллектив радио с днем рождения: «Хисеплĕ ентешĕмĕрсем: Наци радио ĕçченĕсем тата унăн тусĕсем!

Чăваш Енĕн Наци радиовĕ халăха хăйĕн хыпарлавĕпе аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунпа тÿр килекен Чăваш чĕлхин кунĕнче паллаштарма пуçлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ăна йĕркелесе хута янăранпа çулталăк  çитрĕ. Çакă тăван чĕлхе ячĕпе тунă чăннипех те пархатарлă ĕç. Паян эфирта çамрăк та мал курăмлă, пултаруллă та хастар журналистсемпе пĕрле пуян чун-чĕреллĕ, опытлă тата хăйсен профессине чунтан парăннă ăстаçăсем вăй хураççĕ.

Илемлĕ, янăравлă тата пуян чăваш чĕлхине эпир халĕ талăкĕпех итлеме пултаратпăр. Эсир тĕрлĕ тематикăллă кăларăмсенче тăван культурăпа йăла-йĕрке валли тивĕçлĕ вырăн уйăратăр? Наци радиовĕ республикăра, тĕнчере пулса иртекен пулăмсене чăвашла кăна мар, вырăсла, тутарла тата ытти чĕлхепе туллин çутатать. Унсăр пуçне сирĕн передачăсене Интернет урлă та итлеме май пур, çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тĕнчери мĕн пур чăваш çепĕç тăван чĕлхемĕрпе  киленме пултарать. Ку вăл пулас ăрушăн тунă пысăк утăм.

Наци радиовĕ яшсемпе хĕрсемшĕн чăн-чăн чун уççи пулса тăчĕ. Вĕсем унпа тачă çыхăну тытаççĕ, хăйсем те тĕрлĕ кăларăм хатĕрлеççĕ, çамрăкĕсен пурнăçне туллин те тĕрлĕ енлĕн çутатаççĕ.

Пуçаруллă та ăнăçлă ĕçĕршĕн сире чунтан тав тăватăп. Иккĕленместĕп, эсир аслă та пархатарлă миссие – тăван чĕлхене юратма тата упрама сунса хăварнă мăн ассатесен пехилне – тивĕçлипе пурнăçласа пыратăр. Çамрăк та çирĕпленсе, вăй илсе пыракан радиона малашне тата та пысăк ÿсĕмсем тума, сире вара, радио ĕçченĕсем, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, пултарулăхра çитĕнÿсем, ырлăх тата телей сунатăп!».

http://www.cap.ru/.

Наверх