Menu

Уяв умĕн — тĕл пулу

260111-03Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче студентсемпе тĕл пулчĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме республика пуçлăхĕ Раççейри студентсен кунĕпе саламларĕ. ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне “Çамрăксене шанмалла!” ятпа ахальтен çырманнине палăртрĕ вăл. Студенсем тăрăшулăх кăтартса, çĕр-шывшăн усăллă ĕçсем туса вĕсем шанчăка тÿрре кăларасса ĕненет. Михаил Васильевич пĕлтĕр республикăра 200 ытла ăслăлăх мероприятийĕ иртнине пĕлтерчĕ. Вĕсене 5 пине яхăн çамрăк хутшăннине асăнчĕ. “Çитĕнÿ тăвас тесен кахалланса лармалла мар, çанă тавăрса вĕренмелле. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшăр. Утăм хыççăн утăм малалла талпăнăр. Эпир сире аталанма çул уçса пырăпăр”, — терĕ М.Игнатьев.

Çавăн пекех республика пуçлăхĕ Чăваш Енри пултаруллă пин çамрăка ятарлă стипендипе хавхалантарнине ĕнентерекен хушăва алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма чĕнчĕ. Ыйтусемпе сĕнÿсене интерактив кун кĕнекинче çырса хăварма сĕнчĕ. РФ Президенчĕн премийĕн лауреачĕсене дипломсемпе чысларĕ.

Студентсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ В.Агаков, ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Петрова саламларĕç.

Любовь ЗУБОВА. «Хыпар». 2011. Янв. 25.

Наверх