Menu

Сасăлав конкурсĕ иртет

Чăваш чĕлхи кунне халалласа, чăвашла сайтсем тăвас паха опыта сарас тĕллевпе, «Вĕрентекенĕн чи лайăх чăвашла сайчĕ» ята çĕнсе илме Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕпе пĕрле сасăлав конкурсĕ ирттерет.

Сасăлав Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ ценрĕн сайтĕнче (http://inset.chv.su/) 2011 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçланать те 22-мĕшĕнче вĕçленет.

Вĕренекенсене, вĕрентекенсене сасăлава хутшăнма чĕнетпĕр.

Минобразования Чувашии

Наверх